АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 50 çул вăл паллă çул, утса тухнă анлă çул

24 июля 2010 г.

– Саккăрмĕш теçеткене вакланă çынсен те харсăр пулмалла çав халĕ ялта. Çурт хыçĕнчи пахчаран çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех кĕме çук. Çуллахи вăхăтра выльăхĕ хутшăнать. Бройлер чĕпписене илтĕмĕр, тем илĕхесшĕнех мар-ха. Амаран уйăрнă сысна çурисене те вакă-вакă апат памалла, – тин çеç алăкран килсе кĕнĕ ялти тăхлачăшпе сăмахлать Анат Туçари В. Астраханцева.

Мăшăрĕ килте çук. Ирпе ирех тухса каять те вăл кооператив уй-хирĕпех çаврăнать пулас. Качакисем валли çемçе курăк татать. Ăçта мĕн акни-лартнипе интересленет. Вăхăтĕнче хуçалăх уй-хирĕнче сахал мар комбайн çÿретнĕ Иван Петрович.

Иртеççĕ çулсем, килмеççĕ каялла. Пĕрле пурăнма тытăнни те Астраханцевсен 50 çул ытла ĕнтĕ. Хура-шурне сахал мар курнă çак хушăра. Çемьере ача йышлă пулнă. Самани те çăмăлах пулман. Çемье çавăрсан çамрăк мăшăр çĕнĕ çĕре уйрăлса тухса çурт çавăрмалли куç кĕретех. Анчах ашшĕ-амăш килĕнче пурăнакансене çакнашкал ирĕкĕ те пулман. Вара Иван Петровичпа Вера Пантелеймоновна маларах пĕрлешсе уйрăлса тухса пĕчĕк пÿрт лартма ĕлкĕрнĕ Ваççук тетĕшĕсем патне пурăнма куçнă. Хăйсен те йышĕ çителĕклех. Пĕр ачи сăпкара, тепри кăштах аслăрах пулнă.

Ĕçрен пĕрре те юлман вĕсем. Çĕнĕ çынна качча килсенех хуняшшĕ кантăр тыллакансем патне ертсе кайнă. Пĕлетĕн е пĕлместĕн – ĕçе кÿлĕнетĕнех. Кун каçиччен ура çинче тÿрленсе тăраймиех пулатăн. Ĕçшĕн виçе тăрăх тÿленĕ. Кантăр тылласси пĕртте çăмăл пулман. Хĕвелĕ хĕртнĕ. Кăнтăр апатне кĕлте хыçне ларса çеç çырткаланă. Апачĕ мĕн тетĕр-и; Чăмăрла шуратса пĕçернĕ çĕр улмипе уйрана çăкăр чĕллипе çыртса çинĕ.

Тырă вырнă, пăрçа çулнă вăл вăхăтри хĕрарăмсем. Хир чиккине ачисене кÿмепе туртса кайнă.

– Хальхи пурнăçа пĕртте ÿпкелемелли çук. Çиес тесен çимелли пур, тăхăнас тесен тумланмалли. Хир варрине уйрăлса тухса çурт тума çăмăлах пулмарĕ. Ун чухнехи укçапа 440 тенкĕлле пура илсе пилĕк стеналлă çурт хăпартрăмăр, – каласа парать кил хуçи хĕрарăмĕ.

Самана таппипе пурăнма тăрăшнă çур ĕмĕр пĕр хурантан пăтă çиекенсем. Газ кĕртмешкĕн хушма çурт купаланă. Хуралтисене çĕнетсех тăраççĕ. Ачи-пăчине ÿстерсе çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Çемьеллĕ. Пĕри – Туçара. Тепри – килте. Ултă мăнук çитĕнет ватăсен.

Ĕçрен ÿркенмен мăшăр. Çакна вĕсен паянхи пурнăçĕ те çирĕплетет.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика