28 июля 2010 г.
Раççей Президенчĕ Д. Медведев Чăваш Ен Патшалăх Канашне Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Президенчĕн полномочине пама сĕннине районта пурăнакансем еплерех йышăнаççĕ;
М. Калмыков, район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ:
– Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Президенчĕн полномочине пама сĕннине ырлатăп. Эпĕ ăна лайăх енчен кăна пĕлетĕп. Районта республика шайĕнче ирттернĕ мероприятисенче вăл пысăк тавракурăмлă пулни, малашлăха витĕр курса тăни палăратчĕ. Унăн республикăна ертсе пыма чунĕ те, çирĕп кăмăлĕ те, вăй-хăвачĕ те пур. Хăй вăхăтĕнче вăл Шупашкар районĕнчи “Прогресс” колхоза ăнăçлă ĕçлеттерсе янă. Шупашкар район пуçлăхĕн тилхепине чылай çул çирĕп тытса пырса лайăх аталанакан районсен шутне кĕртнĕ. Юлашки çулсенче ял хуçалăх министрĕнче вăй хучĕ. Михаил Васильевич çĕр çыннин терт-нушине, çăкăр хакне питĕ лайăх пĕлет. Малашне ял хуçалăхĕ тата та аванрах аталанасса, Чăваш Республикин çитĕнĕвĕшĕн хăйĕнчен мĕн килнине веçех тăвасса шанатăп.
Л. Егорова, “Россельхозбанк” уçă акционерла обществăн Чăваш регионĕнчи филиалĕн Патăрьелĕнчи хушма офисĕн управляющийĕ:
– Раççей Президенчĕ виçĕ кандидатран М. Игнатьева суйласа илнине питĕ тĕрĕс тесе шухăшлатăп. Ыттисене те хурламастăп, вĕсем маттур та анлă тавракурăмлă çынсем. Анчах пирĕн республика çĕр ĕçĕпе ытларах тимлет, çавна май Михаил Васильевича сĕнни шăпах вырăнлă. Вăл çĕр ĕçне, ял хуçалăха лайăх пĕлет. Кашни район мĕнле пурăннине, ăçтан тупăш кĕртме пултарнине ăнланать.
А. Падусев, Сăкăтри вăтам шкул директорĕ:
“Красное знамя” ял хуçалăх предприятийĕпе шкул килĕштерсе ĕçлеççĕ. Пирĕн хуçалăх районта ла-йăх аталанса пыраканнисенчен пĕри, çавна май мĕнле те пулин йывăрлăх сиксе тухсан яланах пулăшать. Хамăр та, çĕр улми пуçтарса кĕртмелле е ытти ĕçе тумалла, хирĕçлемен. Вăйлă та çирĕп хуçалăхра пурăнакансене те чылай çăмăл. М. Игнатьева Чăваш Ене ертсе пыма шансан ял хуçалăх предприятийĕсем вăй илсе каяссăн, ял хуçалăхне тата та ытларах тимлĕх уйăрассăн туйăнать. АПК аталансан ачасем те нумайрах çуралĕç, шкулсем те хупăнмĕç.
А. Илюткин, “Исток” агрофирма ертÿçи:
Чăваш Республикин Президенчĕ пулма Михаил Васильевич кандидатурине сĕннине питĕ тĕрĕс тесе шухăшлатăп. Вăл ял çыннин чăн пурнăçĕ мĕнлине лайăх пĕлет. М. Игнатьев ялта çуралса ÿснĕ, хăй вăхă-тĕнче комбайнер пулăшуçинче те вăй хунă. Тырă тарпа шăварăнса ÿснине, çăкăра çаврăниччен çĕр-çĕр алă витĕр тухнине, мĕн хака ларнине питĕ аван ăнланать. Ял хуçалăх ĕçченĕнчен республика Правительствин Председателĕ çумĕ таран ÿсни вăл йывăрлăхсен умĕнче пуçне усманни, малалла ăнтăлни, анлă тавракурăмлă пулнине кăтартать. Михаил Васильевич республикăна, унăн экономикăпа социаллă аталану ыйтăвĕсене лайăх пĕлет. Малашне те республика çирĕп утăмсемпех малалла пырĕ.
О.БЕЛЬДЕКОВА
ыйтса пĕлнĕ.