АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анатолий протоиерее асăнса – часовня

28 июля 2010 г.

Çак кунсенче район пуçлăхĕ Н. Глухов автомобильсене техника тĕлĕшĕнчен тивĕçтерекен Патăрьелĕнчи станци (СТОА) ертÿçипе Н. Федоровпа Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимешри Николай святитель ячĕллĕ чиркÿре пулнă.

Ĕçлĕ çÿрев ахальтен мар. Аса илтеретпĕр, кунти чиркÿ картишĕнче, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Шупашкарпа Чăваш Ен епархийĕн Кăнтăр V округĕн Благочиннăйне Анатолий протоиерее персе вĕлернĕ. Тискер преступлени пирки Раççейри массăллă информаци хатĕрĕсем те пĕлтернĕччĕ.

А. Сорокин прихута ертсе пынă хушăрах Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державная чиркĕвне çĕклессипе те ырми-канми тăрăшрĕ.

Н. Федоров предприниматель пуçарнипе тата ертсе пынипе Турра чунтан парăннă çыннăмăра, Анатолий аттене, асăнса вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупнă вырăнта часовня çĕклесе лартнă. Сăваплă ĕçрен строительство организацийĕсен хăш-пĕр ертÿçи те пăрăнман. Акă, З. Халитов (ТПК “Шыгырданы”), М. Янешев (Патăрьелĕнчи сельхозтехника), Р. Абдулвалеев (тулли мар яваплă пĕрлешÿ “Булат”), В. Миронов (тулли мар яваплă пĕрлешÿ “Спецстройкоммуникаци”), О. Лаврентьев предприниматель витĕмлĕ пулăшу кÿнĕ.

Часовньăна кĕркунне çеç уçма палăртнă пулин те кунтан халăх татăлмасть: чечексем хураççĕ, çурта çутаççĕ, Анатолий протоиерей чунĕ канлĕхре пултăр тесе кĕл тăваççĕ.

А. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика