28 июля 2010 г.
Кăçал сухан-севок, кишĕр-чĕкĕнтĕр йĕркеллĕ шăтмарĕ. Çу тăршшĕпе тенĕ пек ял çынни хура çĕре çум курăкран тасатрĕ. Пахча çимĕçĕ пур-и, çук-и, мăянпа пиçене ÿстерейместĕн вĕт. Сухан-севока пуçтарса кĕртме вăхăт çитнĕ май, мĕн шăтнине кăлара-кăлара хучĕç. Ахаль те сахалскере куç хывакансем те тупăнкалаççĕ. Намăс-симĕс пĕлменскерсем пÿрт хыçĕнчи, хирти пахчасенченех вăрлаççĕ. Ытти çулсенче кун пекки пулмантан çынсем шалтах аптăранă. Кăларса хунă суханпа севока “уралантарас” мар тесе халь ирĕксĕрех каçсерен ана çине сыхлама каяççĕ.
Севок хакĕ паяна пĕр килограмм пуçне 35 тенкĕ, ытти çулсенче 15-18 тенкĕччĕ. Ĕçлемесĕр пуяс текенсем çавăнпах кăçал йышлă пуль.