28 июля 2010 г.
Плита çинчи пăсланса вĕрекен яшка кастрюлĕсене пĕрин хыççăн тепĕрне умлă хыçлах темиçе те пырса çăпалапа пăтратрĕ “Нива” кафери аслă повар Ф. Якушева (ÿкер-чĕкре). Салатсем хатĕр. Вĕсене ытларах чĕрĕ пахча çимĕçрен тунă. Шăрăхра уçă апата юратаççĕ. Клиентсем кăнтăрла вăхăтĕнче йышлă пулаççĕ. Вĕсен кăмăлне тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ те ĕнтĕ кунта.
Апатланмалли залра уçă, тирпейлĕ. Официанткăсем кашни килене менюпа тĕплĕн паллаштараççĕ. Мĕн ыйтнине сĕтел çине лартса апачĕ тутлă пултăр теççĕ.
Сĕтеклĕ пулма кирлех те. Халĕ ĕлĕкхилле пысăк кастрюльсемпе пĕр е икĕ тĕрлĕ яшка пĕçермеççĕ. 10-15 порцилĕх борщ, солянка, купăста, какай шÿрпи, салма, пăрçа яшки пур. Иккĕмĕш блюда та тĕрлĕрен. Ĕçсе ăша кантармашкăн чей, кофе, напиток, сок, компот, квас сĕнеççĕ. Ресторан шайĕнчи столовăйра пурте пур. Чейпе ĕçме вĕри кукăль, пицца хатĕр. Юбилейсенче ятарлă заказпа сĕтел хатĕрлеççĕ.
Çиме тутлă. Анчах вĕсене пĕçерес тесен мĕн чухлĕ вĕри плита умĕнче тăмалла. Апачĕ сĕтеклĕ пулмасан клиент кăмăлĕ пăсăлать. Кунта çул хывнăскере камăн ытти столовăйсене ярас килтĕр. Халь конкурентсем нумай. Район центрĕнче, автостанци çывăхĕнчех миçе! Кăмăлпа ĕçлеме тăрăшаççĕ поварсем çавăнпа. Тăтăш апатланма çÿрекенсем кам хăш салата, яшкана юратни таранах пĕлеççĕ.
Пурнăçра çак профессие суйласа илме Фения Миннехарисовнăна амăшĕ пулăшнă пулас. Çакăн пирки вăл халĕ ăмсанмалла каласа парать:
– Ача чухнех салма çăрма вĕрентетчĕ. Чустана хут пек çÿхе сартарса кушăхтаратчĕ. Унтан улăм пĕрчи хулăнăш кастаратчĕ. Чак-чак мĕнле тутлă пулатчĕ тата. Тутă хырăмпа ытти ĕçе пуçăнма та кăмăллăччĕ.
Ялти шкултан вĕренсе тухса алла аттестат илнĕ хыççăн Хусана çул тытнă Фения. Ачаран тытнă ĕмĕтне пурнăçланă. Пиллĕкмĕш разрядлă повар дипломне илнĕ хыççăн ĕçе вырнаçнă. Алли-ури апат патне çыпăçуллă пынăран ăна Хусантан ярасшăн та пулман. Анчах хĕре ял илĕртнĕ.
30 çул каялла килнĕ Фения Миннехарисовна Патăрьелĕнчи обществăлла апатлану предприятине. Тÿрех аслă повара лартнă ăна. Шикленмен те, иккĕленмен те çамрăк. Аслисен шанăçне те тÿрре кăларнă. Паянхи кун та хисеплисен шутĕнче вăл. Ахальтен професси тĕлĕшпе “Чи лайăх повар” ята паман ĕнтĕ ăна.
Хăйĕн ÿсĕмĕнче коллектив тÿпине курать Ф. Якушева. Л. Кардонова раздатчица вăр-варлăхне палăртать. Анчах ытларахăшĕ çур ĕмĕртен иртсе пынишĕн пăшăрханать. Акă, кухньăри М. Хамбикова тивĕçлĕ канăва тухнă. Ăна ĕçрен пăрахтарасшăн мар-ха, повар пулăшуçи З. Гафиатуллова та тивĕçлĕ канăва кайма нумай юлман. К. Трофимова официантка та унпа пĕр çулаллискер.
Ĕçĕпе кăмăллă пурте. Анчах вĕсене улăштаракан çамрăксем сахалрах. Тÿлевĕ те тивĕçтермест çитĕнекен ăрăва.
– Уйăха 200 пин тенкĕлĕх апатлантармалла пирĕн. Умри тĕллеве пурнăçлама пулатех. Туйсем, юбилейсем кашни шăматкунах иртеççĕ. Тухса çÿресе те апатлантаратпăр. Кирек хăш мероприятие те пире чĕнеççĕ. Эпир хавас вĕсемшĕн. Апла пулсан апатне техĕмлĕ хатĕрлеме пултараятпăрах, – тет Ф. Якушева.
Амăшĕнчен уйрăлни те чылай вăхăт Фения Миннехарисовнăн. Хăй те виçĕ хутчен анне, виçĕ хутчен кукамай пулнă. Тăваттăмĕш мăнукне кĕтеççĕ. Хĕрĕсем иккĕшĕ те Шăнкăртама качча кайнă. Ывăлĕ çеç çемье çавăрма ĕлкĕреймен-ха.
Çемьере килĕшÿ пулнăран çакăн чухлĕ пĕр вырăнта, каçа юлса, хăш-пĕр кану кунĕсене улăштармасăр ĕçлеме пултарнинче мăшăрĕн тÿпи те пур. Ĕне те усранă Якушевсем. Выльăх апачĕ хĕсĕк пулнăран сутса янă. Кун пек канлĕрех те иккен. Фения Миннехарисовна утса-чупса ĕçлесе пурăнма хăнăхнăскер кил картинчен пысăк выльăха чакарнишĕн пăшăрханать те. Юрать мăшăрĕ лăплантарать. Кил хушшинчи ĕçĕ çителĕклех-ха. Канмалли кунсенче сĕтел хатĕрлеме пулăшма чĕнекенсем те сахал мар. Хирĕçлемест. Çавăншăн вĕренсе тухса пурнăç çулне çыхăнтарман-и;
А. АСТРАХАНЦЕВА.