АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашлу иртнĕ

28 июля 2010 г.

Раççей Федерацийĕн Правительствин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Виктор Зубков ертсе пынипе “2010 çулта типĕ çанталăка пула шар курнă ял хуçалăх производителĕсене пулăшмалли мерăсем çинчен” ыйтупа селектор канашлăвĕ пулнă. Виктор Зубков çакна палăртнă: канашлу малашне кашни эрнерех иртĕ, типĕ çанталăка пула инкек курнă регионсен тĕплĕ план пулмалла, ăна РФ Ял хуçалăх тата Финанс министерствисемпе пĕрле хатĕрлемелле. Вăл çавăн пекех хăш регионсенче экспертиза ирттермелли, тип шар курнă хуçалăхсемпе мĕнле ĕçленине тĕрĕслемелли çинчен асăрхаттарнă, Чăваш Республики сиен çинчен экспертиза тумалли материалсем тăратнине палăртнă.

Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев селектор канашлăвне хутшăнакансене хăш-пĕр хушу панă тата ял хуçалăхăн организацийĕнче тата фермер хуçалăхĕнче кăна мар, синкерлĕ лару-тăрăва лекнĕ уйрăм хуçалăхсене те выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлемеш-кĕн пулăшмалли çинчен палăртнă. Вăл каланă тăрăх, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен ку тĕлĕшпе хастартарах ĕçлес пулать.

Ял хуçалăхĕнчи çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă

Вăрмар районĕнче промышленность ыйтăвĕсемпе ĕçлекен правительство комиссийĕн тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Ларăва правительство комиссийĕн тата коллеги чле-нĕсем, район администрацийĕсен пуçлăхĕсен çумĕсемпе пай ертÿçисем, агропромышленность организацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Район администрацийĕн залĕнче тыр-пул пухса кĕртессипе, выльăх апачĕ янтăлассипе, фермăсене хĕле хатĕрлессипе, элеваторсем ял хуçалăх предприятийĕсенчен йышăнакан тĕш тырă ха-кĕсемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика