28 июля 2010 г.
Нăрваш Шăхаль ялĕнче республика шайĕнчи велосипедистсен ăмăртăвĕсем пулса иртрĕç. Малтанхи кун вĕсем стартран уйрăмшарăн хускалса кайса велоспортăн тăватă енĕпе СССР спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ, Раççей ша-йĕнчи пысăк ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă Валерий Андреевич Мулендеевăн призĕсене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Старта чи малтанах 1998-1999 çулсенчи хĕр ачасемпе арçын ачасем тухрĕç. Ку ушкăнта Патăрьелсем пултаруллăрах пулчĕç. Пĕрремĕш вырăна Кристина Ильина (Нăрваш Шăхаль) йышăнчĕ, иккĕмĕш вырăнта Олеся Крылова (В. Ярды ячĕллĕ велошкул), виççĕмĕшĕнче вара М. Чубукова (Вăрмар) пулчĕ. Арçын ачасенчен чемпион ятне Турханти Павел Лябуков çĕнсе илчĕ. Ун хыççăн финиша Иван Иванов (Çĕнĕ Шупашкар) çитрĕ, виççĕмĕш вырăнта вара Станислав Осипов (Турхан) пулчĕ. 1996-1997 çулсенче çуралнă хĕр ачасем те çак 5 çухрăмлă хушăра тупăшрĕç. Чемпионка ятне кунта Наталия Моложина (Çĕнĕ Шупашкар) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Снежана Михайлова (Нăрваш Шăхаль) пулчĕ, виççĕмĕшĕнче Вика Васильева (Вăрмар). Малалла 10 çухрăмлă дистанцире 1996-1997 çулсенче çуралнисем ăмăртрĕç. Чи пултарулли вара Дима Яковлев (Вăрмар) пулчĕ. Ун хыççăн финиша Алексей Меншеев (В. Ярды ячĕллĕ велошкул) çитрĕ. Виççĕмĕшĕнче Саша Яковлев (Нăрваш Шăхаль) пулчĕ. Хĕр ачасенчен чемпионка ятне Надя Антонова çĕнсе илчĕ (В. Ярды ячĕллĕ велошкул). Иккĕмĕш вырăнта Настя Михайлова (Нăрваш Шăхаль) пулчĕ, виççĕмĕшĕнче – Настя Тимофеева (В. Ярды ячĕллĕ велошкул). Тепĕр ушкăнта чи вăйли Саша Краснов (В. Ярды ячĕллĕ велошкул) пулчĕ. Ун хыççăн финиш йĕрне Руслан Боредский (Вăрмар) касрĕ, виççĕмĕшĕнче Анатолий Матвеев (Нăрваш Шăхаль) пулчĕ. 15 çухрăмлă дистанцире чи пултарулли Костя Питруков (Вăрмар) пулчĕ. Ун хыççăн финиша Женя Григорьев (Нăрваш Шăхаль) тата Леонтий Поляков (Çĕнĕ Шупашкар) кĕчĕç. Çак хушăра хĕр ачасем те тупăшрĕç. Чемпионка ятне Маргарита Семенова (В. Ярды ячĕллĕ велошкул) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене те унăн командăри юлташ хĕрĕсем Надя Качушкинăпа Люда Филиппова йышăнчĕç. Юлашкинчен старта велосипед спорчĕн ветеранĕсем тухрĕç. Кунта тĕнче чемпионачĕсенче тупăшнă 73 çулхи Юрий Амелин, 43 çулхи Александр Бирюков, 42 çулхи Эдуард Павлов (Шупашкарсем) тата ыттисем те. Çивĕч тупăшура çак ветерансем питĕ лайăх результатсем кăтартрĕç.Тепĕр кунне пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă СССР спорт мастерĕн, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн чысне хÿтĕленĕ Николай Николаевич Ильин-Тукмакова асăнса стартран ушкăнпа хускалса кайса ăмăртрĕç. Чи кĕçĕннисенчен малтанхи пекех К. Ильина, О. Крылова, М. Чубукова малти виçĕ вырăна йышăнчĕç, арçын ачасенчен чемпион ятне Никита Мясников (Вăрмар) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Иван Иванов, виççĕмĕшĕнче Павел Лябуков пулчĕç. 1996-1997 çулсенче çуралнисенчен чи пултарулли Наталья Моложина пулчĕ. Ун хыççăн ултă çеккунтран финиша Вика Васильева çитрĕ, виççĕмĕш вырăнта вара – Снежана Михайлова. Арçын ачасем те хĕр ачасем пекех 15 çухрăмлă дистанцире вăй виçрĕç. Кунта малтанхи кунри пекех чи вăйли Дима Яковлев пулчĕ. Ун хыççăн финиша Алексей Мекшеев çитрĕ, виççĕмĕш вырăнта вара Владимир Михайлов (Вăрмар). 1994-1995 çулсенче çуралнă спортсменсем 45 çухрăмлă дистанцире тупăшрĕç. Хĕр ачасенчен çак çăмăл мар хушша чи малтан, темиçе хутчен те Раççей чемпионачĕ пулнă Оля Терентьева (Нăр-ваш Шăхаль) вĕçлерĕ. Ун хыççăн финиша Н. Антоновăпа Н. Тимофеева çитрĕç. Арçын ачасенчен çак хушша А. Краснов малтан вĕçлерĕ. Хĕр ачасенчен чи пултарулли Надя Качушкина (В. Ярды ячĕллĕ велошкул) пулчĕ. Арçын ачасенчен финиша иккĕн: Костя Питруковпа Леонтий Поляков çитрĕç. Ветерансем те çак хушăрах ăмăртрĕç. Малтан кĕтнĕ пекех финиш йĕрне А. Бирюков (велоклуб) касрĕ. Юлашкинчен мала тата призлă вырăнсене йышăннă спортсменсене В. Мулендеев ячĕллĕ грамотăсемпе асăнмалăх парнесем парса чысларĕç. Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Яковлев,Н. Ильин – Тукмакова асăнса пĕр минут шăп тăма ыйтса ун ячĕпе хисепленекен грамотăсемпе асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕ.
В. БОРОДКИН.