АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » М. Игнатьев: «Чăваш Еншĕн пĕрле вăй хурăпăр...»

31 июля 2010 г.

Чăваш Енĕн историйĕнче çĕнĕ йĕрке çырăнчĕ: депутатсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетсĕр вăтăрмĕш сессийĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕпе тивĕçтерме сĕннĕ Михаил Игнатьев кандидатурине тĕплĕн тишкернĕ хыççăн сĕнÿпе пĕр саслăн тенĕ пек килĕшнине пĕлтерчĕç.

Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнчен республикăна çĕнĕ Президент ертсе пыма пуçлĕ.

Сесси ĕçне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Григорий Рапота, Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров, Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Бударинпа Павел Семенов, Владимир Слуцкер сенатор хутшăнчĕç. Григорий Алексеевич çĕр-шыв Президенчĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă çырăвĕпе паллаштарнă хыççăн Николай Федоров Президент Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн тунă ĕç-хĕлне лайăх хак пачĕ: “Кирек мĕнле ертÿçĕне те халăх тимлĕ сăнать. Николай Федоров Чăваш Ене ăнăçлă ертсе пычĕ. Республика федерацин Атăлçи округĕнче пĕтĕм кăтартупа лайăххисен шутĕнче, хăш-пĕр енĕпе малти вырăнсене йышăнчĕ. Çакă Чăваш Ен пур енĕпе те ăнăçлă аталанса пыни çинчен калать...”

“Пĕрлĕхлĕ Раççей” фракци сĕннипе партин регионти политканашĕн секретарĕ, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский шухăшĕпе, çĕр-шыв Президенчĕ Михаил Игнатьев кандидатурине сĕнни– “тĕплĕн шухăшласа тĕрĕс тата вăхăтра тунă йышăну. Михаил Васильевич çĕр хăватне туйса ÿснĕ çын, пурнăçăн анлă шкулĕ витĕр тухнă, электромонтерпа комбайнер пулăшуçинчен ял хуçалăх министрне çитнĕ. Йывăр та пархатарлă ку ĕçре 9 çул тăрăшать. Михаил Игнатьев – чăваш юнĕллĕ çын, чăваш çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ, унăн йăли-йĕркине, культурине аван пĕлет. Ку 67 процент таран титул нацийĕ пурăнакан республикăшăн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Дмитрий Медведев шăпах вице-премьер – ял-хуçалăх министрĕн кандидатурине республика Президенчĕ пулма сĕнни, манăн шухăшпа, республика Раççей аграри комплексĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртниех...”

Михаил Михайловский иртнĕ тапхăра аса илчĕ. Чăннипех йывăр вăхăтра республикăна ертсе пыма тытăнчĕ Николай Васильевич Федоров. Ял хуçалăхĕпе агропромышленноçа аталантарасси, халăха ĕçпе тивĕçтересси тата ытти чылай ыйту çивĕчленсе çитнĕччĕ. Николай Федоров Президент демократи меслечĕсемпе, конкретлă ĕçсемпе кăна халăх шанăçне çĕнсе илме май пуррине çирĕплетрĕ. Аса илер: Президент ялсене çут çанталăк газĕпе тивĕçтерме шантарчĕ–тĕллев пурнăçланчĕ. Республикăри кашни ял патне асфальт çул илсе çитерме палăртрĕ– вăл та пурнăçа кĕчĕ.

Республика влаçĕ халăхшăн уçă пулса, унпа пĕрле малашлăха талпăнса Чăваш Ен ÿсĕм çулĕ çине тухрĕ, çĕр-шывра ырă ят çĕнсе илчĕ. Пирĕн çинчен чикĕ тулашĕнче те пĕлеççĕ, çыхăнусем йĕркелеççĕ... Кĕскен каласан республика ертÿçин ăслă политикине пула эпир социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрне кĕтĕмĕр. Пархатарлă ĕçсен ÿсĕмлĕ тапхăрне.

Чăваш Енĕн рейтинг ÿсни–регионăн политикăри вырăнĕ ÿснине тата ертÿçĕсене шаннине çирĕплетекен барометр. Çак хаклав ахальтен мар. Малашлăх–пĕтĕмпех хамăртан, пирĕн кулленхи ĕç-хĕлтен килет.

Сасăлав хыççăн Михаил Игнатьев сăмах илчĕ. “Республика юлашки çулсенче хăватлă утăмсемпе малалла талпăнни çинчен калама кирлех те мар, ăна эпир кашниех лайăх куратпăр,–терĕ Михаил Васильевич,–анчах тумалли, ĕçлемелли те сахал мар. Пур хăватпа усă курса, тăван халăхăмăрпа пĕрле тăрăшса палăртнă тĕллевсене пурнăçлăпăр. Социаллă политика яланхи пекех тĕпре пулĕ. Шанăçа тÿрре кăларма хамран мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăп”.

Ю. ЛИСТОПАД.

(“Хыпар”).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика