31 июля 2010 г.
Аслă Чемен ялĕнче пурăнакан, Çумма йăхĕнчен тухнă Н. Маназыпован пурнăçĕ çăмăл килмен. Вăл пĕрремĕш, иккĕмĕш тĕнче вăрçисен, граждан вăрçин терт-нушине, выçлăхне курнă çын. Фашистла Германи пирĕн çĕр-шыва тапăнса кĕрсен мăшăрĕ тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă, малтанхи кунсенчех пуçне хунă. Йĕнĕ те чăтнă Наталья Николаевна, ун чухне хăй 100 çула çитесси пирки шухăшлама та пултарайман. Тÿсĕмлĕхне кура Турă та ăна вăрăм кун-çул парнеленĕ. Наталья Николаевна çурални çак уйăхра шăпах пĕр ĕмĕр пулать. Хальлĕхе сывлăх енчен те аптăрамасть-ха, малашне те çаплах пултăр.