31 июля 2010 г.
Ĕнер кăна савнă хĕрĕсемпе юнашар çÿренĕ каччăсем паян чикĕ хуралĕнче тăраççĕ. Çурхи призыв вăхăтĕнче 161 яш салтак аттине тăхăннă. Патăрьел ял поселенийĕнчен кăна 24-ăн, пĕлтĕрхинчен 20 ача ытларах çара кайнă. Çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хăйсен ирĕкĕпе хĕсметре пулас шухăшлисем те нумайăн.
Районтан çĕр-шыва сыхлама кайнă маттур каччăсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтессине саланнă. Мускав, Новороссийск хулисенче, Мускав, Тюмень, Саратов, Самар, Астрахань, Свердловск облаçĕсенче, Адыгей, Абхази, Буряти, Тутарстан республикисенче, Приморск, Пермь, Красноярск крайĕсенче службăра тăраççĕ.