31 июля 2010 г.
Шăрăх çанталăкран ниçта тарса пытанма çук, ирĕк-сĕрех вати-вĕтти шыв хĕрне утать. Çăвăнса уçăлнă хыççăн сывлама та çăмăлтарах пек. Анчах лайăххипе юнашар начарри те çÿрет. Кăçал çу пуçланнăранпа Сителте, Пикшикре, Ыхра Çырминче, Çĕнĕ Ахпÿртре шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем пулчĕç.
Тарланă хыççăн тухтăрсем шыва кĕме хушмаççĕ, шăнăр туртас хăрушлăх пысăк. Çавăн пекех аслисемсĕр ачасен те шыв хĕрне кайма юраманни пирки ашшĕ-амăшĕ асăрхаттарса тăни те пăсăклă мар. Çи-тĕннисен хăйсен те пĕччен е иккĕн кăна, эрех-сăра ĕçнĕ пулсан пушшех те, чÿхенсе илме кайма васкамалла мар. Шывăн турачĕ çуккине асра тытасчĕ.