31 июля 2010 г.
Чăваш Ен Президенчĕ Н. Федоров Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Правительство членĕсем 2010 çулхи II кварталта çын пуçне тивекен пурăнмалли чи пĕчĕк виçене палăртнă, республикăри ал ĕçĕсен тĕсĕсен списокне, ЧР чĕр чунсен тĕнчин тата вĕсем пурăнакан вырăнти объекчĕсене сыхлакан тата тĕрĕслекен патшалăх службин ĕç-хĕлĕн тĕллевĕсене çирĕплетнĕ.
Сывлăх сыхлав министрĕ В. Муллина па-лăртнă тăрăх вăтамран çын пуçне тивекен пурăнмалли чи пĕчĕк виçе иккĕмĕш кварталта 4713 тенкĕпе танлашать.
Ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх республикăн тырă саппасĕ пысăк. Кунсăр пуçне шăрăх витернипе регионсенчен те туянма палăртнă.
Пĕтĕмпе республикăри 611 хуçалăх шар курнă, 178,1 гектар çинче ял хуçалăх культурисем пĕтнĕ. Тухăç та савăнтармасть – гектартан вăтамран 4,7 центнер.
Шăрăх çанталăка пула сиксе тухнă тепĕр хăрушлăх – пушар. ЧР Чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петьков пĕлтернĕ тăрăх пĕр кунра кăна 15 çĕрте вăрман çуннă.