31 июля 2010 г.
Чăваш Ен ертÿçи Н. Федоров Чăваш Республикин Президенчĕн 2002 çулхи пуш уйăхĕнчи “Чăваш Республикинчи çамрăк çемьесене паракан патшалăх пулăшăвĕн мерисене вăйлатасси çинчен” Указне улшăнусем кĕртни граждансен асăннă категорийĕн çурт-йĕр туянас ыйтăвне пурнăçа кĕртмелли майсене анлăлатать, патшалăх хÿтлĕ-хĕн тытăмне çаврăнăçуллăрах тăвать.
Çапла вара Президент алă пуснă Указпа килĕ-шÿллĕн çамрăк çемьесем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн кредитлă мар организацисен займне илме пултараççĕ, çак укçа-тенкĕпе усă курнăшăн процент тÿлемелли тăкаксене саплаштарма май килет.