АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сабантуйра савăннă

31 июля 2010 г.

Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн, район тата Шăнкăртам ял администрацийĕсен пуçарăвĕпе Шăнкăртамра мăсăльман прихучĕсенчи ачасен лагерьне çÿрекенсен сабантуйĕ иртнĕ. Унта районти, Тутарстанри, Мускаври, Чулхулари тутар ялĕсенчи çитĕнекен ăру хутшăннă. Çавăн пекех Шăнкăртамри “Гулистан” медресе воспитанникĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Уява уçма район пуçлăхĕ Н. Глухов, Раççей Аслă муфтийĕн пĕрремĕш çумĕ, Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Альбир-хазрат Крганов, Шăнкăртам ял поселенийĕн ертÿçи Р. Купкенов, ытти хăнасем те хутшăннă.

Ача лагерĕсен ĕçне пĕтĕмлетнĕ май чи пултаруллисене дипломсемпе парнесем панă. Çак йыша çитĕнекен ăрăва мăсăльман тĕнне юратма хăнăхтаракансем те кĕнĕ.

Ача-пăча спорт мероприятийĕсене, вă-йăсене, конкурссене хастар хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçнĕ. Аттракционсем вĕтĕр-шакăра савăнтарнă. Уявпа ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ те кăмăллă юлнă. Юлашкинчен уçă сывлăшра йĕркеленĕ апат пурин кăмăлне те тивĕçтернĕ.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика