АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем те ĕçе явăçасшăн

31 июля 2010 г.

Каникул. Хаваслă кан та кул текен пĕлтерĕшлĕ вăл. Вĕренÿ çулĕнче кăткăс предметсене шĕкĕлченĕ хыççăн чăнах та кану кирлех ачасене. Анчах çитĕнсе пыракан çамрăксем çакăнпа çеç лăпланса ларасшăн та мар. Ĕç патне туртăнасшăн вĕсем. Ир пуçласа каçчен телевизор е компьютер умĕнче те вăхăта ирттереймĕн. Кĕнеке-тетрадь илмелĕх ĕçлесе илес шухăш та пур вĕсен. Ку енĕпе ачасен ĕмĕтне пурнăçлама районти ĕçпе тивĕçтерекен центр çулленех пулăшать. Учреждени 14 тултарса 18 çула çитмен çамрăксене укçа ĕçлесе илмелли майсем тупса парать. Шкул администрацийĕсемпе килĕшÿ туса ачасене юсав ĕçĕ-сене, тирпей-илем тума явăçтарать. Пĕрремĕш сменăра 353 ача ĕç лаге-рĕсенче пулчĕ. Туçари, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Нăр-ваш Шăхалĕнчи, Аслă Чементи, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Турханти, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулсенче вĕренекенсем çÿрерĕç вĕсене.

Райпон хатĕрлев ыйтă-вĕпе ĕçлекен “Мечта” пĕрлешÿ те кăмăлтан йышăнчĕ ачасене. Эмел курăкĕ пухма явăçтарчĕ çитĕнекен ăрăва. Халĕ те унта утакансем пур. Патăрье-лĕнчи улма-çырла питомникĕ ачасен ĕçлес кăмăлне хирĕçлемест. 1000 тенкĕ е ытларах ĕçлесе илни те çемье бюджетне çирĕплетме каймасть-и-ха вара.

Тыр пул пухса кĕртмелли тапхăр пынăран, комбайн штурвалĕ умне аслисемпе ларакансем, йĕтем çинчи тыр пула тасатса кĕлете кĕртме пулăшакансем, выльăхсене çаран çине кĕтĕве илсе тухакансем пур ачасем хушшинче. Ашшĕ-амăшне килти хуçалăхра сухан севок, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çи-тĕнтерме пулăшаççĕ. Ял ачи ĕçе хăнăхса ÿсетех.

Анчах ĕмĕчĕсем çунатлă çав вĕсен. Чупса пыракан ута чарма, мăн чула сăрт çине хăпартма пултараççĕ вĕсем. Ачасен шухăш-кăмăлне тивĕçтерес текеннисем çеç сахалрах. Аслисен çакна шута илме тăрăшасчĕ.

А. КАПИТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика