31 июля 2010 г.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр коридорĕнчен самантлăха та çын татăлмасть. Пĕрисем ĕç вырăнĕсем ăçта пуррипе паллашма килеççĕ. Теприсем ĕç вырăнĕ пĕтнĕрен кунта хÿтлĕх тупнă. Виççĕмĕшĕсем центр урлă вĕренме каясшăн тата ытти те. Специалистсем, йышлăн мар пулин те, пурин ыйтăвне те татăклă хурав пама тăрăшаççĕ. Чи пысăк ĕç стажли вара кунта З. Логунова (ÿкерчĕкре). Тĕп бухгалтер шутланать вăл. Л. Федорова тирпей илем кĕртекенĕн, И. Кошкинăпа С. Кошкина ертсе пыракан инспекторсен те кунта тĕпленни 15 çултан та иртрĕ. Тĕрлĕ çынпа ĕçлеме тивет вĕсен. Çапах та майне тупаççĕ. Паянхи кун та ĕçсĕррисен черетĕнче 400-е яхăн çын тăрать.
Малтанласа центр ертÿçисем те çине-çине улшăнса тăнă. М. Сепперов çак ĕçе кÿлĕннĕренпе вара 10 çул çитет. Кадрсем мĕн чухлĕ ытларах вăй хураççĕ, çавăн чухлĕ ĕç кăткăслăхне вĕренеççĕ. Çакна чылай çын çирĕплетет.
Пурнăçра ĕç вырăнне тупнă З. Логунова. Çемье телейĕ те пур унăн. Анат Туçаран Кивĕ Ахпÿрте качча килнĕскер мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Настя Па-тăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн вуннăмĕш, Кристина çиччĕмĕш класĕнчен вĕренсе тухрĕç. Максим вара кăçал парта хушшине ларма ĕмĕтленет. Патăрьелĕнче хваттерте пурăнаççĕ пулин те Логуновсем çĕр ĕçĕпе ĕçлеме ÿркенмеççĕ. Олег Васильевичăн тĕп килĕнче пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Çĕр улми те, сухан-севокĕ те, кишĕрĕ те пур унта. Çемьене хĕл каçмашкăн та, сутлăх та çителĕклех. Çĕрпе ĕçлемешкĕн ачисене те пĕчĕкренех хăнăхтарса пыраççĕ.
Унчченхи пурнăç мар халĕ. Ачасене килте ĕçлеттерсен çеç. Юрать ĕçпе тивĕçтерекен центр çак ыйтупа интересленет. Кăçал та шкулсенче лагерьсем йĕркелеме килĕшÿсем турĕ. Настя та унта çÿрерĕ.
Туслă çемье Логуновсен. Ачисем халĕ каникулта-ха. Вĕренÿ çулĕ пуçлансан вара пĕрле пуçтарăнса тухаççĕ те килти автомашинăпа хăшĕн ăçта çитмелле, çавăнта саланаççĕ. Юлашкинчен ашшĕ çăкăр заводне каять. Унта вăй хурать вăл. Ашшĕ-амăшĕнчен ачисем тĕслĕх илеççĕ. Ачисен çитĕнĕвĕпе аслисем савăнаççĕ. Зоя Михайловнăна “Професси тĕлĕшпе чи лайăххи” ята панишĕн те хĕпĕртерĕ çитĕнекен ăру. Амăшĕ шут ĕçĕнчи ăста пулни хавхалантарать вĕсене. Унран тĕслĕх илекенсем пурри хă-партлантарать. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕ евĕр, ачисем те ашшĕ-амăш пекех ĕçчен пуласшăн. А. АСТРАХАНЦЕВА.