31 июля 2010 г.
Тинĕс-çар флочĕн районти ветеранĕсем çулленех хăйсен уявне паллă тăваççĕ. Ăна утă уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче йĕркелеççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. 100 ытла моряк малтанах Туçа чиркĕвне пухăнчĕ. Унта Николай атте литурги ирттерчĕ. Чиркĕве килнисене, Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсене нумай çул сывлăхпа пурăнма ырă сунчĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла: Николай атте хăй те служба тивĕçне тинĕспех çыхăнтарнă.
Уявăн тĕп саманчĕ Патăрьелĕнче моряксене асăнса лартнă палăка уçасси пулчĕ. Чыслă лару-тăрăва Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пай, “Единая Россия” партин вырăнти уйрăмĕсен представителĕсем, Шăнкăртам мечĕтĕн Хаттыб-Нурислам имамĕ хутшăнчĕç. Тухса калакансем палăк пĕлтерĕшне палăртрĕç. Районти пиншер каччă хăйсен çар тивĕçне шывпа çыхăнтарса пурнăçласа сахал мар сумлă наградăсем илнĕ-çке.
Палăка ветеран моряксен пĕрлехи вăйĕпе çĕкленĕ. Якорьне Калининград хулинчен, постаментне Челябинск хулинчен илсе килнĕ. Тинĕс-çар флочĕн кунне малашлăхра уявлама пухăнакансен халĕ палăртнă вырăнĕ пур ĕнтĕ.
Уяв мероприятийĕ малалла Анат Туçа плотини хĕрринче тăсăлчĕ. Спорт вăййисем: вĕрен туртасси, михĕпе, эстафета чупасси, ытти ăмăртусем пĕрне те айккинче хăвармарĕç. Уяв тематикипе çыхăннă юрăсен конкурсĕ пурне те килĕшрĕ. Районăн тĕп архитекторĕ, запасри моряк В. Ижедеров юрăçсене гитарăпа хавхалантарса тăчĕ.
(Хамăр корр.).