31 июля 2010 г.
Арçыннăн пурнăçра теплере пĕрре пулсан та вăйлă ĕçсе лартмалли тупăнатех. Сăлтавĕ тĕрлĕрен пулать, анчах та ытларах чухне ĕçлĕ тĕлпулусенче эрех-сăра таврашĕнчен пăрăнма хĕнтерех, уйрăмах вăл е ку килĕшĕве çирĕплетнĕ чухне е пуçлăх хăнана чĕнсен... Ара сахал-им унашкал “çивĕч” лару-тăру. Юрать-ха пĕрисем ун пек пулăмран тип-типĕ “ишсе” тухаççĕ. Теприсен вара ура итлеми пуличченех пыра чÿхемелле пулса тухать. Тепĕр кун вара... Аса илме те хăрушă!
Тискер мухмăр чирне мĕнле çĕнтермелле-ши; Çак ыйту тупсăмне Аркадий Спички хăйĕн “Наука выпивать” кĕнекинче хуравлать. “Вăйлă ĕçкĕ хыççăн çăмăлтарах туяс тесен, хăвăра хÿтĕлеме чылай малтан хатĕрлемелле, – сĕнет вăл “Комсомольская правда” хаçата панă интервьюра. – Çавăнпа çийĕнчех тумбочка çине 4 таблетка кăмрăк, пĕр таблетка аспирин, икĕ таблетка “но-шпа” хатĕрлесе хăварăр. Ĕçнĕ хыççăн вĕсене çывăрас умĕн пĕр харăсах çăтмалла. Кăмрăк сиенлĕ хутăшсене çăтса тасатĕ, аспирин юн тымарĕсене пĕрĕнсе ларма памĕ, “но-шпа” сирĕн пĕвере хÿтĕлĕ. Эрех-сăрапа наркăмăшланнинчен хăтăлма ыйхă пулăшĕ. Çывăрмалла, çывăрмалла, татах çывăрмалла. Çывăрса тăраннă хыççăн вĕри, хыççăнах сивĕ шывпа чÿхенĕр, çийĕнчех алшăллипе хытă сăтăрса типĕнĕр. Çав кун йывăр ĕçрен тата чупма, сикме, йăтма асăрханмалла, мĕншĕн тесен чĕрене амантасси те ним мар”.
“Ĕçсен ÿсĕр пулас мар тесен мĕн тумалла” – ыйту çине те вăл кăсăклă хурав парать: “Малтан çимелле, апата эрех сыпса вĕçлемелле. Анчах чылай чухне эпир тÿнтерле ÿкерчĕк куратпăр, ĕçеççĕ, ĕçеççĕ, ĕçеççĕ те кайран çырткаласа илеççĕ. “Урă пулма” эрехе шывпа хутăштарни е çийĕнчех шыв сыпни те пулăшать”.
“Здоровье” журнал паракан канаш та интереслĕ: ĕçке каяс умĕн çирĕп заваркăллă симĕс чейе ĕçмелле, таврăнсан каллех çав чейе ĕçсе сипленĕр. Тепĕр кун хăвăра чылай çăмăлрах туйăр. “Ĕçсен ÿсĕр кам пулмасть»; – текен ыйтун хуравне тĕрлĕрен параççĕ, анчах та чи тĕрĕсси çак шÿтрен аван курăнать.
– Ĕçнĕ хыççăн тепĕр кунне пуç ан ыраттăр тесен мĕн сĕннĕ пулăттăр; – ыйтать пĕр çын тухтăртан.
– Чи сиплĕ эмел вăл – пачах ĕçменни. Хуть мĕнле пысăк ĕç-кĕрен те урă таврăнсан, тепĕр кунне сирĕн пуç ыратмĕ!
Эппин, тавсье, хисеплĕ арçынсем!