АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула шкула хута ярасшăн

04 августа 2010 г.

Сăкăтра çĕкленекен çĕнĕ вăтам шкул базинчи планеркăна район пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В. Устяк, Чăваш Республикин хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министерствин патшалăх строительство надзорĕн пай начальникĕ В. Степанов, райадминистрацин строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕ И. Дикин, “Булат” тулли мар яваплă пĕрлешÿ ертÿçи Р. Абдулвалеев хутшăннă.

Шкула кăçалхи апрель уйăхĕнче тума пуçăннă. Паянхи куна виçĕ хутне те купаланă. Спортзалпа котельнăя реконструкцилес ĕçсем пыраççĕ. Вĕсене сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлесшĕн. Шкула 2011 çулхи çĕнĕ вĕренÿ çулне хута яма палăртнă. Строительство ăнăçлă пыни ăна январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçе кĕртме майсем пуррине кăтартать. Шкул валли çĕнĕ сĕтел пуканпа ку чухнехи оборудовани кÿрсе килме заказ панă.

Çавăн пекех вĕрентÿ çурчĕ çумĕнче стадион тăвасшăн.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика