АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трактор çула тухма юрăхлă-и;

04 августа 2010 г.

Августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен районта “Трактор” профилактикăлла операци-уйăхлăх пырать. Çак тапхăрта уйрăм çынсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен тракторĕсене тĕрĕслеççĕ, юсавсăр, техника хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтермен “хурçă утсене” тупса эксплуатацилессинчен хăтараççĕ. Мероприятие йĕркелесе ирттерсе яма ятарлă комисси тунă. Унта “Гостехнадзор” инспекцийĕн районти аслă инспекторĕ А. Думилин, çул-йĕр инспекторĕсем, социаллă хÿтĕлев тата АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пайсен специалисчĕсем кĕреççĕ.

Операци-уйăхлăх вăхăтĕнче комисси членĕсем ял поселенийĕсене тухса çÿ-реççĕ. Тракторсемпе прицепсене, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсене тĕрĕслеме палăртнă. Вĕсем техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнине, “хурçă ута” çÿретме ирĕк паракан документ пуррине пăхĕç, кивелнĕ машинăсене регистрацинчен кăларассине тимлĕх уйăрĕç.

Çывăх кунсенчех комисси членĕсем Патăрьел, Ыхра Çырми, Пăлапуç Пашьел, Туçа ял поселенийĕсенче пулĕç, ыттисене те палăртнă графикпа çитĕç.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика