04 августа 2010 г.
Уяр та шăрăх çанталăк Раççей çыннисене тепĕр нуша илсе çитерчĕ: çĕр-шыври нумай вырăнта пушар алхасать. Мускав, Рязань, Воронеж, Иваново, Чулхула облаçĕсемпе Тутар, Мордови республикисенче тата ытти хăш-пĕр çĕрте вăрман çунать. Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне пушарсенче 34 çын пурнăçĕ татăлнă. Çавăн пекех Чулхула облаçĕнче 759 çурт, Рязань облаçĕнче – 292, Воронеж обла-çĕнче – 233, Липецк облаçĕнче – 192, Мускав облаçĕнче 44 çурт кĕлленнĕ. Чулхула облаçĕнче виçĕ ял вут-çулăмра йăлтах пĕтнĕ.
Хальхи вăхăтра пушара хирĕç кĕрешме 155 пин çын хутшăнать, тепĕр 80 пин ытла çын резервра тăрать.
Инкеке пула пурлăхсăр тăрса юлнă çемьесем валли 200-шер пин тенкĕ уйăрма шантарнă. Çывăх вăхăтра вĕсем валли çуртсем тума пикенĕç. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак ĕçе вĕçлеме палăртнă.
Шупашкарпа ăна çывăх районсенче те тăтăш явăнакан сĕрĕм кÿршĕсен инкекне аса илтерсех тăрать. Юлашки кунсенче çак пулăм пирĕн тăрăха та çитрĕ. Тĕтĕм сывлăхшăн хăрушă мар. Çапах та форточкăсене хупса тăрсан аванрах. Уйрăмах ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсемпе сывлăхран хавшакраххисен тимлĕ пулмалла. Çакăн пек вăхăтра ытларах шыв ĕçме, пахча çимĕç çиме тăрăшмалла.
Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх çывăх вăхăтра çанталăк сулхăнлатасси паллă мар. Çавăнпа та питĕ асăрхануллă пулмалла.
А. ИВАНОВ.