04 августа 2010 г.
Июлĕн 31-мĕшĕнче, çурçĕр иртсе пĕр сехетре, Шăнкăртамри Октябрь урамĕнче пурăнакансем шифер шатăртатнипе, вут-çулăм алхаснипе вăраннă. Тÿрех Патăрьелĕнчи 26-мĕш номерлĕ пушар чаçне шăнкăравланă. Шел пулин те, инкеке тÿрех ниепле те парăнтарайман. И. Рафиков хуçалăхĕнчен тухнă пушар çулăмĕ кÿршисен енне те каçнă. Вутра М. Шамбазовăн кирпĕч хуралти, юнашар пурăнакан пĕр тăван Сулеймановсен йывăç çурчĕ, витисем тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă. Пушара сÿнтерме 10 пушар машини хутшăннă, вĕсенчен пĕри Шăмăршăранах килнĕ. Вут-çулăм мĕнрен тухни хальлĕхе паллă мар.
Хĕвел пĕр хĕрхенÿсĕр хĕртет, çавна май пушар тухас хăрушлăх питĕ пысăк. Кÿлĕ хĕрне е вăрман çывăхне канма кайсан та асăрханулăх пирки ас тусах тăмалла. Вут чĕртсен кăвара тĕппипе сÿнтерме, кĕленче савăтсене пĕрле чиксе килме манмалла мар. Çулăмăн чĕлхи вăрăм, этем чунсăрла хăтланнипе çут çанталăк хур ан куртăр.