АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу мелĕсене палăртнă

04 августа 2010 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев “2010 çулта типĕ çанталăка пула инкек тÿсекен ял хуçалăх предприятийĕсене пулăшмалли мерăсем” темăпа йĕркеленĕ селектор канашлăвне хутшăннă. Ăна Раççей Федерацийĕн Правительствин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Виктор Зубков ирттернĕ.

Тÿрĕ калаçура Михаил Игнатьев типĕ çанталăка пула 611 предприятипе хресчен-фермер хуçалăхĕ синкер тÿснине пĕлтернĕ.

Республикăра кăçал 54,5 пин гектар çĕр улми лартнă. Çумăр çуманран çимĕç тухăçĕ пĕчĕк пулĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, пĕтĕмĕшле тăкак 5,7 млрд. тенкĕпе танлашать.

Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен хуçалăхсем тÿсекен тăкакăн пĕр пайне саплаштармашкăн хушма укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Хальхи вăхăтра регион лизингĕ тĕлĕшпе парăмсен тытăмне улăштарас ĕç пырать. Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров хушнипе республика бюджетне тÿрлетÿсем кĕртме палăртнă.

Раççей Федерацийĕн Правительствин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Виктор Зубков Михаил Игнатьева Чăваш Ен Президенчĕн полномочийĕсене панă ятпа саламланă. Вăл çапла палăртнă: “Республикăра лайăх ĕçлекен тата халăха пулăшакан хысна предприятийĕсем туса хуни калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика