04 августа 2010 г.
Никам та çĕр çине пĕлĕтрен ÿкмест, никама та çак пурнăçа пирĕшти (ангел), аист та халапри пек хăйĕн сăмси вĕçĕнче йăтса килсе ямасть. Кашни çын çĕр çине ашшĕ-амăшĕн тивлечĕпе килет. Анчах çав тымарсене никам та тĕпне çитичченех пĕлеймест.
Хăть те мĕнле халăх та хăйĕн аталанăвĕнче вăрăм та тумхахлă çул утса тухнă. Темиçе çемье пурнăçра йывăрлăхсене çĕнтерсе пĕр йăха пĕрлешеççĕ, пыра-киле ытти йăхпа тăванланса ăру йĕркелесе яраççĕ. Каярахпа пĕр пек тĕллевлĕ, пĕр пек чĕлхеллĕ ăрусем халăх пулса пĕрлешеççĕ. Çак йывăр çула чăваш халăхĕ те авалтанпа утса тухнă, хăйĕн чĕлхине, авалхи çырулăхне, каярахпа хальхине йĕркелесе янă. Авалхи çырулăхĕ пĕр ламран тепĕр лама куçса пынă. Халĕ те усă куракан çырулăха вара халăх аталанăвĕшĕн тăрăшакан паллă çынсем йĕркеленĕ, вĕсемех хăйсен хыççăн пыракан сыпăкрисене, вăл сыпăксем кĕçĕннисене вĕрентсе пынă, халăх хушшинчен уйрăм вĕрентекен çынсем тухма, вĕрентме шкулсем те йĕркелеме тытăннă.
Чăвашсем авалтанпах тĕнчере те, Раççей çĕр-шывĕнче те йышлă халăхсенчен пĕрисем пулнă. Паянхи кун та вырăссемпе тутарсем хыççăн виççĕмĕш вырăнта тăраççĕ, Раççейĕн ытти кĕтесĕсенче те, ытти çĕр-шывĕнче те, ытти континентсем çинче те сахал мар пурăнаççĕ.
1564 çул Руç çĕрĕнче кĕнеке пичетлес ĕç пуçламăшĕ шутланать.
Халăх хушшинче хутла вĕрентес ĕç сарăлма тытăнсан вырăссен çĕр-шывĕнче пурăнакан пĕтĕм халăха, çав шутра чăвашсене те, вырăсла çеç вĕрентме тытăнаççĕ.
Пирĕн таврари халăха хутла вĕрентес ĕç историйĕнчен
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, халăха çутта кăларас ĕç питĕ вăрăм та кăткăс çулпа аталанса пынă. Ĕлĕкхи вăхăтра çÿлти пусăмри сословисенчи çынсемпе вĕсен ачисем анчах гувернерсем тытса, е ытти хутла пĕлекен çынсем урлă хутла вĕрентме пултарнă. Каярахпа уйрăм (частнăй), е килти (домовой) шкулсем уçăлма тытăнаççĕ. Ку шкулсенче те, паллах, хăйсен ачисене пуянрах çемьесем çеç вĕрентме пултарнă.
Вăтам Атăл тăрăхĕнчи вак халăхсене хутла вĕрентес ĕç Хаяр Иван патша Хусана çĕнсе илнĕ хыççăн та чылай каярах çеç тытăнать. Хутла вĕрентессин малтанхи тĕп тĕллевĕ язычник хресченсене православи тĕнне куçарасси пулнă.
Халăха вĕрентес ĕç патшалăх аллине куçать
Халăха хутла вĕрентес ĕçе II Кĕтерне патша çеç патшалăх аллине илсе унпа ертсе пыма тытăнать. Вăл вĕрентÿ ĕçĕпе ертсе пыма 1782 çулта “Комиссия об учреждении народных училищ” йĕркелет. 1786 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче II Кĕтерне патша çак комисси хатĕрленĕ “Устав народным училищам Российской империи” ятлă документа алă пусса çирĕплетет. (ПСЗ, СПб, 1830, т. 22, с. 646-669). Çак устав тăрăх халăх училищисем пур сослови ачисемшĕн те уçă пулмалла пулнă. Вĕсем тĕп (главная) тата кĕçĕн (малая) училищĕсем çине пайланнă. Тĕп училищĕсем кĕпĕрне хулисенче, вĕсем 4 класлă 5 çул вĕренмелле; кĕçĕн училищĕсем хуласенче икĕ учительпе икĕ класлă, ялсенче пĕр учительпе пĕр класлă пулмалла пулнă. Çав çулах çĕр-шывра 25 кĕпĕрнере, çав шутра Чĕмпĕрте те тĕп халăх училищи уçнă. Унта 4 учитель ĕçленĕ, 53 вĕренекен пулнă. 1787 çулта кĕçĕн халăх училищисене Сызрань тата Улатăр хулисенче уçнă. Çакăн пек училищĕсем ХIХ ĕмĕр пуçланнă тĕле çĕр-шывра 315 çитнĕ, вĕсенче пурĕ 19915 вĕренекен шутланнă. Анчах та ку училищĕсем хура халăха нимĕн те паман, мĕншĕн тесен вĕсем пурте хуласенче çеç уçăлнă, ялсенче çак училищĕсем пулман.
Çакна I Александр патша правительстви асăрхать. Хутла вĕрентес ĕçе чăнах та халăх хушшине сарас тĕллевпе, 1802 çулта халăха çутта кăларас ĕç министерстви (Министерство народного просвещения) йĕркелет. Пĕрремĕш министр Петр Васильевич Завадовский (1730-1812) граф пулнă. Вăл çĕр-шывра вăтам тата аслă шкулсем уçассипе нумай ĕç тунă, анчах хура халăха кирлĕ пуçламăш пĕлÿ сарассипе палăрмаллах ĕçсем тăвайман.
1803 çулхи чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче правительство “Предварительные правила народного просвещения” ятлă документ пичетлесе кăларать. Çак правилăсем тăрăх 4 тĕрлĕ училище пулмалла пулнă:
1. Приходри училищĕсем (унччен II Екатерина уçтарнă кĕçĕн (малые) училищĕсем ĕнтĕ, анчах ун пек училищĕсем вăл вăхăтра та ялсенче пулман-ха).
2. Уездри училищĕсем (кашни уес хулинче пĕрер училищĕран кая мар пулмалла пулнă).
3. Гимназисем е кĕпĕрнери училищĕсем (кашни кĕпĕрнерех пулмалла).
4. Университетсем (“...для преподавания наук в высшей степени...”)
Çак училищĕсен хушшинче кĕçĕннисем аслисене пăхăнса тăмалли тачă çыхăну пулмалла пулнă.
Çак çулах вĕрентÿ ĕçĕсемпе ертсе пыма Халăха вĕрентес ĕç министерствине пăхăнса тăракан 6 вĕрентÿ округĕ, çав шутра Хусан вĕрентÿ округĕ те, йĕркелеççĕ. Вĕсен пуçĕнче попечительсем (пăхса тăракансем) пулнă. Хусан вĕрентÿ округĕн малтанхи попечителĕ М.В.Ломоносовăн вĕренекенĕ С.Я.Руновский пулнă. Анчах та вĕрентÿ округĕсем валли малтанхи “Положение об учебных округах” документа 1828 çулта çеç хатĕрлесе кăлараççĕ. Малтанласа Хусан вĕрентÿ округне Атăлпа Урал тăрăхĕсенчи пĕтĕм вĕренÿ заведенийĕсем кĕнĕ. 1835 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче çĕнĕ “Положение об учебных округах” çирĕплетеççĕ. Ку Положени тăрăх çĕр-шывра 8 вĕрентÿ округĕ, 1874 çултан 10 вĕрентÿ округĕ йĕркелеççĕ. Хусан вĕрентÿ округĕнче вара 1918 çулчченех Аçтăрхан, Вятка, Самара, Саратов, Хусан тата Чĕмпĕр кĕпĕрнисенчи вĕ-ренÿ заведенисем çеç юлнă. Малалли пулать