АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун канăçне ĕçре тупаççĕ

04 августа 2010 г.

Виçĕ хĕр çитĕнтереççĕ Анат Туçари Плешковсем. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕ евĕр, пурне те тивĕçлĕ ăс параççĕ, ĕçе хăнăхтараççĕ.

Çакна тума майĕ те пур ашшĕпе амăшĕн. Надежда Васильевна хăй те аслă пĕлÿллĕскер. “Звезда” кооперативри шут ĕçченĕ. Владимир Леонидович вара педагог. Ялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта вăл ачасене рисованипе, технологипе вĕрентетчĕ. Ĕç урокĕсенче мĕн кăна ăсталаттармастчĕ-ши вĕренекенсене. Кухньăра усă курмалли хатĕрсем кирек хăш çуртра та кирлĕ. Илемлĕ чечек савăчĕсем никама та ытлашши мар. Кăмака умĕнчи е алкумĕнчи çÿп-çапа шăлмалли щетка, утă пуçтармалли е юр хырмалли кĕреçешĕн кирек кам амăшĕпе ашшĕ те савăнмасть-и-ха вара. Февралĕн 23-мĕшĕ, мартăн 8-мĕшĕ тĕлне ачасем хăйсен çывăх çыннисене парнелетчĕç çÿлерех асăннă япаласене. Алă ĕçĕсене илемлĕ, аслисене килĕшÿллĕ кăларма сахал мар пулăшатчĕ, вĕрентетчĕ Владимир Леонидович.

Алли ăстаран килĕнче те станоксем чарăнсах тăмаççĕ Плешковсен. Чÿрече рами, алăк, сĕтел-пукан кирлĕ çынсем пурте ун патне пыраççĕ. Ашшĕне пулăшаканĕсем вара – хĕрĕсем. Мĕнле виçепе хăма кирлине чухлаççĕ вĕсем. Ăстаçă умне хатĕрлесе пама пултараççĕ. Пурте çитĕннĕпе пĕрех ачисем. Оля, акă, Мускаври çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕнчен кăçал вĕренсе тухса алла диплом илчĕ. Ыттисеннинчен урăх докуменчĕ. Тарăн пĕлÿ илнине çирĕплетекенскер. Иккĕмĕш хĕрĕ те аслă шкултах вĕренет. Лена та аппăшĕнчен юласшăн мар. Таня вара Туçари вăтам шкулăн вун пĕрмĕш класне куçрĕ.

Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ Плешковсем. Унсăр пуçне çĕрпе тухăçлă усă кураççĕ. Унта мĕн кирлине пурне те çитĕнтереççĕ.

Ашшĕ-амăш çуртне вĕлтĕрен пусма памарĕ Владимир Леонидович. Хушма çурт-йĕр, тĕреклĕ хуралтă çавăрчĕç мăшăрĕпе. Пурнăç условине хулари шая çитерчĕç. Ĕçлемесĕр, тăрăшмасăр пулмастех çакă. Вĕлле хурчĕ те тытаççĕ. Вĕсене ĕрчетме вара кирек кам пултарай-масть те.

Сывă пурнăç йĕркине мала хурса пурăнакан çемьерен тĕслĕх илмелли пурах. Килĕшет Плешковсене ял пурнăçĕ. Умра – çерем. Юнашар шыв юхса выртать. Асфальтлă çул хĕррине вырнаçнă. Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра та пушмак кĕллине варламасăрах çăмăл машинăпа тĕрлĕ енне çитме пулать. Каçал енчи анийĕшсем те, Чĕмпĕр енчи пĕр тăванĕсем те ал айĕнчех туйăнаççĕ вĕсемшĕн. Инçе çула çывăхлатма ÿркенмеççĕ Плешковсем.

Кашни çуркунне çут çанталăк илемлĕн чĕрĕлет. Çак вăхăт уйрăмах килĕшет. Надежда Васильевнăпа Владимир Леонидовича. Çул тепĕр енчи хурăнлăхра вĕçен кайăксем йăва çавăраççĕ. Чĕвĕлти сассипе чанкăлтатса çăмарта туса чĕпĕ кăлараççĕ, шап-шур çеçке çурнă улмуççи тавра пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ. Кунтан лайăххи мĕн пултăр тата пурнăçра. Ашшĕ-амăш тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласа пыраççĕ Плешковсем. Малашлăхра мăнуксемпе савăнма ĕмĕтленеççĕ.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика