04 августа 2010 г.
Районта вырма ĕçĕ вĕç-ленсе пырать. Шăрăх çанталăка пула пĕрчĕллĕl культурăсен пысăк пайĕ пĕт-нĕрен кăçал тĕш-тырă 4491,2 гектартан пуçтарса кĕртмелле. Августăн 2-мĕшĕ тĕлне 4381,6 гектар вырнă, çавăн чухлех çапнă. Вăтам тухăç гектар пуçне 8,9 центнерпа танлашать. “Батыревский” (14,2 центнер), “Малалла” (13,4), “Звезда” (12,9), “Красное знамя” (12), “Дуслык” (12), “Первомайск” (11,5 центнер) хуçалăхсен пысăкрах.
“Батыревский”, “Малалла”, “Труд”, “Красное знамя”, “Исток”, “Шанс”,l “Весна”, “Звезда”, “Первомайск”, “Движение” хуçалăхсенче, улма-çырла питомникĕнче пĕрчĕллĕ культурăсене пĕтĕмпех пуçтарса кĕртнĕ.
Кĕрхи культурăсене акма 5398 гектар çĕр хатĕрлеме палăртнă, 4748 гектартаl ĕçе вĕçленĕ.
Çĕртме 8887 гектар тумалла, 600 гектар сухаланă.l
Районĕпе выльăхсене хĕл каçарма утă 2074 тонна, сенаж – 7640, силос 972l тонна хатĕрленĕ.