07 августа 2010 г.
Кăçалхи шăрăх та типĕ çанталăк чăн малтанах çĕр ĕçченĕ умне пысăк йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Пысăк тăкаксемпе саплаштарса акнă пахча çимĕç кĕтнĕ тухăç параймарĕ. Ытти хăш-пĕр ял хастарĕсем пекех Туçасем те чылайăшĕ çуркунне сухан-севок акса хăварчĕç. Анчах çут çанталăк пулăмне пула тухăç ĕмĕтленнинчен 7-8 хут та пĕчĕкрех пулчĕ. “Мĕн Турă пани”, – тесе лăпланаççĕ паян пурте. Кашни ял хуçалăх çулĕ пĕр пек килмест-çке.
Паян вара çак тăрăхра пурăнакансем сакăрвунă сараппанлă сарпикене алласа тасатаççĕ, хĕл каçма хатĕрлеççĕ. Яланхи пекех ватти те, вĕтти те явăçать ку ĕçе (ÿкерчĕкре). Пахча çимĕçе кĕркуннех сутас кăмăллисем вара сахал. Пурте сухан-севок туса илнин хăйхаклăхне те пулин саплаштарас тĕллевпе çитес çуркунне çеç ăна пасара кăларасшăн. Ара, çук продукцине камăн йÿн хакпа сутас килтĕр-ха.
А. ЕГОРОВА