АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Строителькунĕ ячĕпе

11 августа 2010 г.

1956 çултанпа августăн иккĕмĕш вырсарникунĕнче Раççейри строительсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çак ятпа районта та савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Строительсене район пуçлăхĕн çумĕсем – райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата строительство пайĕн начальникĕ И. Дикин, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков – саламланă. Уявра строительсен ĕçне пĕтĕмлетнĕ, пултаруллисене Хисеп грамотипе наградăланă.

Районта строительство çуллен вăй илсе пырать. Патăрьелĕнче “Паттăр” стадион, нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртсем, физкультурăпа спорт комплексĕ, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи “Олимп” стадион, çулсем хута кайрĕç. Федераци тата республика шайĕнчи программăсене пурнăçа кĕртсе пынипе Юхма тăрăхĕ строительство лаптăкне çаврăнчĕ.

2010 çулта кăна нумай хваттерлĕ икĕ çурт хуçасемлĕ пулчĕ, шыв хатĕрлекен станципе тасатакан сооружени, “Россельхозбанк” уçă акционерла обществăн Чăваш регионĕнчи филиалĕн Патăрьелĕнчи хушма офисĕ, Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, Шăнкăртамри тĕп Собор мечĕтĕ тата ыттисем те ĕçлеме тытăнчĕç. Хальхи вăхăтра строительсем Сăкăтра çĕнĕ шкул, “Чăваш Енри энерги сутакан компани” уçă акционерла пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн çуртне, Патăрьелĕнчи “Державная” Турă амăш ячĕллĕ чиркĕве тунă çĕрте, “Южный” свинокомплекса реконструкциленĕ, “Çĕрпÿ-Ульяновск” федераци шайĕнчи автоçула юсанă çĕрте тăрăшаççĕ.

Строительсен ĕçченлĕхне, пултарулăхне кура район çĕнелсе пыни куç умĕнче.

О. БЕЛЬДЕКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика