11 августа 2010 г.
Çак тема тавра çивĕч калаçу хускатнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутай тата Çĕмĕрле районĕсенче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май.
Министр Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ял хуçалăх кăтартăвĕсем çулсерен чакса пынине, çавна май тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума вăхăт çитнине пĕлтернĕ, бюджет укçи-тенкине перекетлĕ усă курма сĕннĕ.
Çĕмĕрле районĕнчи Турханта Михаил Игнатьев район активĕпе канашлу ирттернĕ. “Ял çыннисен пурнăç шайне ÿстермелле. Юлашки çулсенче ра-йонта аш-какай туса илесси тата сĕт сăвасси чакать”, – палăртнă вăл.