14 августа 2010 г.
Çурла уйăхĕн çуррине çитрĕмĕр пулин те хĕвел хĕрÿлĕхне самантлăха та чакармасть. Кăнтăрти çĕр-шывра пурăнатпăр тейĕн, 35-40 градус шăрăх çунтарать. Чылайранпа çумăр çуманни пурин умне те, уйрăмах çĕр çыннишĕн, йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Шăпах вĕсене хирĕç кĕрешмелли мерăсене палăртас, ял хуçалăх предприятийĕсенчи лару-тăрупа паллашас тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе районта пулчĕ.
Чи малтанах министр “Исток” çĕр ĕç фирмин уйĕнче вырма ĕçĕсем еплерех пынипе тата 100 гектар лаптăкри сахăр кăшманне шăваракан “Сигма” система мĕнле ĕçленипе паллашрĕ. Хуçалăх ертÿçи Александр Илюткин каланă тăрăх шăваракан лаптăксене çывăх вăхăтра татах та ÿстересшĕн. Паллах, унăн уссине ăнланатпăр, анчах йĕркелеме пурте мехел çитерейместпĕр. Малашне ку ĕçе республика шайĕнчех татса памаллине, Чăваш Енĕн çитес çулхи бюджетне йышăннă чухне те çак ыйтăва пăхса тухасси çинчен пĕлтерчĕ министр.
Ун хыççăн район администрацийĕнче Михаил Васильевич Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи активпа экономикăпа социаллă аталанăвăн çивĕч ыйтăвĕсемпе канашлу ирттерчĕ.
Унăн ĕçне Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Владимир Тимофеев, Чăваш Ен экономика аталанăвĕн суту-илÿ министрĕ Иван Моторин, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Светлана Енилина, ЧР Президенчĕн канашçи Энвер Аблякимов, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Вячеслав Александров, “Россельхозбанк” АУО регионти уйрăмĕн директорĕ Ирина Письменская хутшăнчĕç.
Канашлура уйрăммăн илсен шăрăх çанталăк кăларса тăратнă пăтăрмахсене сирессине, вырма ĕçĕсене вĕçлессине, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр-ленессине, районăн малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрне пăхса тухрĕç.
Пирĕн тăрăхра вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ тесен те юрать. Пÿлмесем кăçал пушăрах: вăтам тухăç гектар пуçне 10 центнера яхăн çеç. Выльăх апачĕ те ытлă-çитлĕ мар. Чăнах та ку енĕпе ĕçлеççĕ: Чĕмпĕр, Чулхула, Киров облаçĕсемпе Тутарстанран турттараççĕ. Чи кирли халĕ – выльăх шутне сыхласа хăварасси. Министр ку енĕпе ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен ĕç витĕмлĕхне ÿстермелли çинчен пĕрре мар асăнчĕ. Çавăн пекех Михаил Васильевич районти хăш-пĕр муниципалитет предприятийĕсемпе учреждени ертÿçисем бюджет укçи-тенкипе перекетлĕ усă курманнине палăртрĕ, вĕсене ура çине тăратсах итлерĕ. Халĕ çак пуçлăхсен хаклă хакпа туянса учреждение сиен кÿнĕшĕн таварсен вăтам хакĕнчен ытлашшине тавăрса памалла пулать.
Кзыл Камышри Фанил Куликов механизаторшăн çак кун ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Министр ăна “Ялсене 2012 çулччен аталантарас” программăпа килĕшÿллĕн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 270 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Сăкăтра пулнă май “Ял поселенийĕнче компактлă майпа çурт-йĕр тăвасси тата тирпей-илем кĕртесси çинчен” калакан проект мĕнле пурнăçланнипе, ялти çĕнĕ шкул çуртне тăвас ĕç мĕнлерех пынипе кăсăкланчĕ, культурăпа халăх пултарулăх аталанăвĕн центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, граждансене хумхантаракан ыйтусене хуравларĕ. Министр райпо магазинне те кĕрсе тухрĕ, суту-илÿ çаврăнă-шĕнче вырăнти продукцин калăпăшĕ мĕн чухлĕ пулнипе интересленчĕ, хаксем пысăках мар иккенне палăртрĕ.
А. КОЗЛОВ.