14 августа 2010 г.
Районта “Мăкăнь” профилактикăлла операци малалла пырать. Çак тапхăрта çурт çумĕнчи пахчасенче мăкăнь ÿстернĕ 24 факт тупса палăртнă. Пурне те наркокультурăна тĕппипе кăклама хушнă, итлеменнисен ячĕпе 8 административлă протокол çырнă.
2010 çул пуçланнăранпа район территоринче саккуна хирĕçле наркотикпа усă курнă 2 факт тупса палăртнă, пĕлтĕр вара 7 тĕслĕх пулнă. Çавăн пекех героин сутнă пĕр факта шута илнĕ. Сăкăт ялĕнче килĕнче кантăр тытнă тĕслĕх те пулнă, виçи нумай маррине шута хурса кил хуçине административлă явап тыттарнă.
Автотранспортпа район территорине наркотик илсе килесрен ятарлă рейдсем, операцисем ирттереççĕ. Усал йăла ан сарăлтăр тесе шалти ĕç пайĕнче ĕçлекенсем сахал мар тăрăшаççĕ.