АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх çирĕп пулсан эпир пуян

14 августа 2010 г.

Ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен те, ăс-тăнпа кăмăл-сипет енчен те сывă та тĕреклĕ çынсем пăхса çитĕнтерме тăрăшмалла пирĕн. Кашни çĕнĕ ăрăвах сывăрах пулма, сиенлĕ йăласенчен хăтăлса пыма хăнăхтармалла. Физкультурăпа тата спортпа хавхаланни, пахалăхлă апатлану çыннăн культурăпа пĕлÿлĕхне çÿллĕ шая çĕклеме пулăшать, эрех-сăра ĕçессине, табак туртассине чакарать. Çакна пурте пĕлетпĕр эпир. Хамăр пурнăçа кăтартуллă тытса пымалли условисем те çителĕклĕ. Çулленех районта çĕнĕ стадионсем уçăлаççĕ. Выля та кул вĕсенче – хаваслă пул. Мĕнле ĕçлеççĕ-ха вĕсем; Çак ыйтупа интересленсе Патăрье-лĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн ертÿçипе А. Красновпа тĕл пултăмăр.

– Районта физкультурăпа спорт комплексĕ уçни спорт пурнăçĕнче паллă событи пулчĕ тесен те йăнăшмастăпах ĕнтĕ. Çавна май çитĕннĕ халăхăн, ÿссе пыракан ăрăвăн сывă пурнăç йĕркине тытса пымалли майĕсем анлăланчĕç. Комплексра ÿт-пĕве çирĕплетме тренажер, кĕрешекенсен залĕсем пур. Сĕтел çинче теннисла выляма пулать. Аэробикăна кăмăллакансен кăмăлне те хуçмастпăр. Пĕчĕк тата пысăк бассейнсем, сауна, массаж кабинечĕ ĕçлеççĕ, хĕлле каток шăнтма пулать. Спорт инвентарĕсемпе оборудованисем çителĕклĕ. Кадрсемпе çирĕплетнĕ. Малтанласа ФСКна сменăра вăтамран 144 çын çÿретчĕ. Унти условисем килĕшрĕç пулас спорта юратакансене. Халĕ 300-е яхăн çын сменăра хăйĕн сывлăхне çирĕплетме хирĕçлемест. Ачасем юратаççĕ бассейнсене. Ишме вĕренме те май пур кунта. Тĕрлĕ ăмăрту та килĕшет вĕсене. Туçари, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Шăнкăртамри вăтам, Ишлĕри, Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем графикпа килĕшÿллĕн çÿреççĕ ФСКна. “Солнышко”, ра-йон центрĕнчи тĕп ача сачĕн воспитанникĕсем те комплекспа туслă.

Аслисенчен тулли мар яваплă “Булат”, район администрацийĕн, “Батыревский” хупă акционерлă пĕрлешÿн, “Исток” агрофирмăн, Перекет банкĕн, улма-çырла питомникĕн, районти шалти ĕçсен пайĕн, техника инвентаризаци бюровĕн, “Шыгырданы” компанин, Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн коллективĕсен членĕсем ушкăнпа килме кăмăллаççĕ. Вĕсемех ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем, волейболла выляса ăмăртусене хутшăнакансем те. Ишес енĕпе, шашкăлла, шахматла, сĕтел çинче теннисла выляса призерсем пулаççĕ. Спорт ташшисен фестивалĕ те иртет. “Атте, анне, эпĕ – туслă спорт çемйи” куракансемшĕн те интереслĕ. Виçĕ ăру çынни “чирлет” ăмăртăва хутшăнакансемшĕн. Аслашшĕ-асламăшĕ те мăнукĕпе тăрса чупма хатĕр тейĕн.

Пурнан пурнăçра сывлăх çирĕп кирлĕ. Ăна çирĕплетме пулатех. Килĕрех, çÿрĕрех ФСКна.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика