14 августа 2010 г.
Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Президент типĕ çанталăка пула шар курнă çĕр ĕçченне хавхалантарма пултаракан чылай ырă пулăм пирки пĕлтернĕ. “Патшалăх ертÿçисем эпир ыйтнине тивĕçтерчĕç. Шар курнă регионсем валли квота çирĕплетнĕ. Ăна ял хуçалăх таварĕ хатĕрлекенсене, çак шутра чăх-чĕп фабрикисене, сысна ĕрчетекен комплекссене, уйрăм хуçалăх тытакан граждансене пайласа парăпăр», – тенĕ Николай Васильевич Федоров. Республика интервенци фондĕнчен 120 пин тонна фуражлăх ыйту тăратнă пулнă, Раççей Ял хуçалăх министерстви ăна йышăннă. Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕпе РФ Финминĕ республика бюджетне 303 млн. тенке яхăн бюджет кредичĕ пама килĕшÿ тунă пулнă, укçа-тенкĕ çитнĕ те.
ЧР Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен ял хуçалăх предприятийĕсене кĕрхи ака валли вăрлăх туяннă чухнехи тăкаксене саплаштарма 11,7 млн. тенкĕ уйăрма палăртнă.
2010 çулăн пĕрремĕш çурринче ăратлă выльăх-чĕрлĕх, элита вăрлăх туянма уйăракан субсиди тăкакĕсене туллин саплаштарма йышăннă.
Федераци бюджечĕ страхланă тыр-пулăн тăкакĕсене саплаштарма 200 млн. тенке яхăн парать. Республика бюджетĕнчен çак тĕллевпе 11 млн. тенкĕ уйăрма па-лăртнă.