14 августа 2010 г.
Патăрьелĕнче пурăнакан Козловсен çемйишĕн çак кунсенче пысăк савăнăç пулчĕ. Нина Федоровнăпа Николай Петрович ултă ача пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ Мускаври çул-йĕр институчĕн Атăлçи филиалĕн дипломне илнĕ.
Асли, Володя, Патăрье-лĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă хыççăн Мускаври Ломоносов ячĕллĕ институтра пĕлÿ пухрĕ. Химик дипломне илнĕскер тепĕр специальноçлă пулас шутпа Атăлçи филиалĕн институтне кĕнĕ. Тăван ен килĕшет ăна. Çакă та илĕртрĕ пулас. Шкулти пиçĕхÿ пурнăçра пулăшнине палăртать Володя. Хулара пурăнсан та спортпа туслă. Велосипедпа ăмăрт-са пĕрре мар республика чемпионĕ ятне тивĕçнĕскер хăйне çăмăл тытать.
Таньăпа Лена – йĕкĕрешсем – кĕçĕннисем. Таня та, пиччĕшĕ пекех вăтам шкула кĕмĕл медальпе вĕренсе тухрĕ. Ун хыççăн та пĕлÿ илес ĕмĕчĕ пысăкчĕ. МАДИнче вĕреннĕ вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют чĕлхе факультетĕнче те тăчĕ. Икĕ аслă шкултан та хĕрлĕ диплом илчĕ. Халĕ институт кафедринче ĕçлет. Пĕ-лĕвне аспирантурăра малалла тăсса ĕçре ÿсĕмсем тăвас ĕмĕтпе пурăнать. Ахальтен тивĕçмен ĕнтĕ вăл Чăваш Ен Президенчĕн стипендине.
Лена хăйĕн çемйипе Мускавра пурăнать. Филиалăн хĕрлĕ дипломне илнĕ. Пĕлĕвне аспирантурăра малалла тăсма ĕмĕтленет.
Сергейпа Ирина та аслă пĕлÿ илнĕскерсем. Университетра историк тата юрист специальноçĕсене алла илнĕ, ĕçе вырнаçнă.
Петя ШĔМ системинче нумай çул вăй хучĕ, халĕ “Батыревский” хупă акционерла обществăра ĕçлет.
Козловсен ачисем пурте лайăх вĕреннĕ. Ашшĕпе амăшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Николай Петрович пурнăçне çитĕнекен ăрăва воспитани парассипе çыхăнтарнă. Нина Федоровна библиотекăра ĕçленĕскер, ачисене çамрăкранах кĕнекепе туслаштарнă. Иккĕшĕ те спорт ветеранĕсем. Уявсенче вара сцена çинче курма пулать. Музыкăпа культура сферинче пысăк талант пур вĕсен.
Нина Федоровнăпа Николай Петрович йывăрлăхсене чăтса ирттерсе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çакăнта вĕсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул педагогĕсен тÿпине те кураççĕ. Ашшĕпе амăшĕн ывăл-хĕрĕпе чăннипех те савăнмалăх пур.
А. ИВАНОВА.