АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнмалăх пур ачисемпе

14 августа 2010 г.

– Вăхăтĕнче ачасене ĕçе хăнăхтарас тĕллевпех Туçари столовăйĕнче буфетчицăра ĕçленĕ çĕртен пахча çимĕç бригадине куçрăм. Хуçалăхра ÿстерекен сухан-севок, сухан, чĕкĕнтĕр пайĕсене илеттĕмĕр. Эрни-эрнипе çумланă вĕсене, пухса кĕртнĕ. Икĕ сменăпа севока алланă. Çаксемех чăтăмлă пулма хăнăхтарчĕç пулас çитĕнекен ăрăва, – каласа парать Туçари М. Глинкина.

Мария Тимофеевнан паян ачисемпе чăнах та савăнмалăх пур. Мăшăрĕпе икĕ ывăл та тăватă хĕр пăхса ÿстернĕ вĕсем. Пурне те аслă пĕлÿ панă.

Виталий спорта кăмăлланă. Малтанах Ишлĕри, унтан Анат Туçари шкулсенче ачасене ку енĕпе пиçĕхме пулăшрĕ. Халĕ Шупашкарти спорт шкула куçнă. Борис вара чăннипех пăхаттир. Раççейри кире спорчĕн тĕнче класлă маçтăрĕ, Европа чемпионĕ, тĕнче кубокĕн тата чемпионачĕн призерĕ, Раççей кубокĕн çĕнтерÿçи. Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер вуншар спортсмена хатĕрлеме пултарчĕ. Ятне рекордсен Гиннес кĕнекине кĕртнĕ. Ленăпа Лида педагог ĕçне кăмăлланă. Кĕçĕнреххи Президент грантне те илме тивĕç пулнă. Анфиса – музыкант. Марина Госбанк системинче вăй хурать.

Саккăрмĕш теçеткене капашакан М. Глинкина иртсе пыран ĕмĕршĕн кулянмасть. Каяллахи çулсене тишкерсессĕн те ÿкĕнмелли çук унăн. Çĕр çине ырă ят хăвармашкăн ачисем пур, мăнукĕсем çитĕнеççĕ. Асанне, кукамай тесе чĕнекеннисем пуртан хĕпĕртет, иртсе кайнă кун-çулра нуши-тертне курнă пулин те халĕ ырлăха çеç ĕмĕтленет.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика