АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КЛИНОПИçРЕН АСЛĂ ШКУЛСЕМ ПАТНЕ

14 августа 2010 г.

Николай Иванович Ильминский (1822-1891) – паллă ученăй, Хусан университечĕн профессорĕ, Раççей Наукисен Академийĕн член-корреспонденчĕ. Вăл 1872 çулта Хусанта учительсем хатĕрлекен семинарие йĕркелет, мĕн виличченех унăн директорĕ пулса ĕçлет. Вăл пуçласа вырăс мар ачасене хăйсен тăван чĕлхипе вĕрентес, чиркÿсенче чăвашла кĕлĕ ирттерес ĕçе пуçарса яраканĕ тата аталантараканĕ пулнă.

Ильминский кăтартса тата ертсе пынипе И.Я.Яковлев та чăваш ачисене чăвашла вĕрентес çул çине тăрать, чăваш алфавитне йĕркелет, чăваш шкулĕсем валли чăвашла кĕнекесем кăларать.

1867 çулта Хусан вĕренÿ округĕнче Н.И.Ильминскийпе П.Д.Шестаков тăрăшнипе тата Д.А.Толстой министр сĕннипе усă курса чăваш шкулĕсен инспекторĕн должноçне уçаççĕ.

Çапла вара чăваш шкулĕсен пĕрремĕш инспекторĕ пулма Николай Иванович Золотницкие (1829-1880) лартаççĕ. Николай Иванович Шупашкар уесне кĕрекен (хальхи Сĕнтĕрвăрри районĕ) Урхас Кушкă (Первое Чурашево) ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1851 çулта Хусан университетне пĕтернĕ, хăй вырăс пулсан та 1867 çулта чăвашла букварь, чăваш календарĕ туса хатĕрленĕ. Анчах та унăн букварĕпе алфавичĕ пурнăçра усă курма тивĕçлĕ пулайман.

Тăван халăх çырулăхне йĕркелесе яни

Чăвашсене хутла вĕрентес, чăвашсен çырулăхне, культурипе искусствине йĕркелесе ярса малалла аталантарас ĕçре Иван Яковлевич Яковлев тÿпи пысăк пулни пуриншĕн те паллă ĕнтĕ.

Вăл 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи (халĕ Тутарстанри Теччĕ районĕ) Кăнна Кушкă ялĕнче çуралнă, çуралсан 3-мĕш куннех сĕм тăлăха юлнă, хушаматне те хреснашшĕ хушамачĕпе çырнă ача, Пахом Кириллов сĕм суккăр хресчен килĕнче ÿсет. 8 çула çитсен ăна Пăрăнтăкри удел училищине вĕренме тытса каяççĕ. Вĕреннĕ вăхăтра чылай йывăрлăх, мăшкăллăх тÿсмелле пулнă пулсан та вăл 1860 çулта çак училищĕне питĕ лайăх паллăсемпе пĕтерет. Малалла ăна Чĕмпĕрти уес училищĕне вĕренме яраççĕ, анчах та çак çулхи раштав уйăхĕнчех вĕсен класне çĕр виçекен таксаторсен класĕ туса хураççĕ. Унтан вăл 1864 çулта ăнăçлă вĕренсе тухать, Сызрань уесĕнче таксатор пулса ĕçлеме тытăнать.

Анчах та Иван Яковлевич тăван халăха хутла вĕрентесси, унăн йăли-йĕркине сыхласа хăварса малалла аталантарасси çинчен шутланă, çак ĕçсене тума хăйĕн те малалла вĕренмелле икенне лайăх ăнланнă.

1868 çулта Иван Яковлевич пуçласа малашне тĕнчипе паллă Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçать.Вăл Самсон Дмитриевич Раевский çуртĕнче вырнаçнă пулнă. Малтанласа ку шкулта Иван Яковлевичăн тăванĕ, Кăнна Кушкă ачи, каярах паллă учитель те миссионер, хальхи Елчĕк районне кĕрекен Кивĕ Эйпеç (вырăсла Байглычево) ялĕнче Иван Яковлевич çине тăрса пулăшнипе чиркÿ те, шкул та уçнă Алексей Васильевич Рекеев çеç пулнă. 2008 çулта çак ялта Рекеева асăнса шкул умне палăк та лартрĕç.

Малалла вĕренме килекен ачасен шучĕ ÿссе пынипе шкулĕ те ÿссе пырать. Шкул çумĕнче И.Я.Яковлев 1868 çултах куçару комиссийĕ те йĕркелет.

1870 çулта И.Я.Яковлев Хусанти университета вĕренме кĕрет. Вăл университетра вĕреннĕ çулсенче çак шкул ĕçне 1869 çулта Чĕмпĕрти халăх училищисен инспекторĕ пулма уйăрнă Илья Николаевич Ульяновпа Чĕмпĕрти гимнази директорĕ Иван Васильевич Вишневский йĕркелесе пыраççĕ. 1871 çулта вĕсем тăрăшнипе çак шкула Халăха çутта кăларас ĕç министерстви хăй çине илет, пуçласа учитель штачĕ уçать. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн штатра тăракан пĕрремĕш учителĕ Василий Андреевич Калашников пулнă. Çак çулах шкул çумĕнче вĕрентÿ мастерскойĕ те йĕркелеççĕ.

Шкул хăйĕн ĕмĕрĕнче чăвашсем тата ытти халăх валли 1000 ытла учитель вĕрентсе хатĕрленĕ.

Хусан университетĕнче вĕреннĕ çулсенчех, 1870 çултан пуçласа, И.Я.Яковлев хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле куçару ĕçне те пикенет.

Анчах та кĕнекесене вырăсларан чăвашла куçарас тесен чăваш чĕлхин уйрăмлăхĕсене палăртакан уйрăм сас паллисем те кирлĕ пулнă, мĕншĕн тесен Золотницкий туса хатĕрленĕ чăваш алфавичĕ ку ĕçе тума тивĕçтереймен. Çĕнĕ алфавит тăвассине И.Я.Яковлев хăй пурнăçлать. 1872 çулта вăл Хусанта пуçласа чăваш ачисене çырава вĕренмелли кĕнеке кăларать. Çак кĕнекене кăларма вăл вырăссен алфавитĕнчи 17 сас паллипе тата чăваш чĕлхин уйрăмлăхне палăртакан 8 сас паллипе усă курать. Çак букварĕн тиражĕ 1200 экземпляр пулнă. Паллах, каярах çак алфавита нумай улшăну, çĕнĕ сас паллисем кĕртеççĕ, анчах та чăваш алфавичĕн никĕсĕнче çак И.Я.Яковлев туса хатĕрленĕ алфавит юлать.

Çапла пуçланса кайнă чăвашсен ку чухнехи çырулăхĕ, чăвашла кĕнекесем кăларасси. Чăваш шкулĕсенче те малашне чăваш учителĕсем чăвашла вĕрентме, чиркÿсенче те службăна чăвашла ирттерме тытăнаççĕ.

1875 çулах, çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче, И.Я.Яковлева Хусан вĕрентÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Çапла вара Иван Яковлевичăн, хăй шкулĕн ĕçĕсемсĕр пуçне тепĕр яваплă ĕç хушăнать.

Кунта çакна каласа хăварас пулать: пуçламăш халăх училищисемпе, çав шутра пирĕн район территоринчи Тăрăнти, Турханти, Сăкăтри тата Туçари училищĕсемпе, уесри земствăн училищĕсен совечĕ тата 1869 çулта уйăрса лартнă халăх училищисен инспекторĕ И.Н.Ульянов ертсе пынă, тĕрĕслесе тăнă. Хусан вĕрентÿ округĕн чăваш шкулĕсен инспекторĕ И.Я.Яковлев аллине Хусан, Чĕмпĕр тата Самар кĕпĕрнисенчи Халăха вĕрентес ĕç мнистерствин чăваш шкулĕсем çеç куçнă. И.Я.Яковлев инспектор пулса ĕçлеме тытăннă тапхăрта çак кĕпĕрнесенчи ун пек шкулсем пурĕ те 9 çеç пулнă, вăл шутра пирĕн район территоринче ун пек пĕр шкул та пулман. Апла пулсан та И.Я.Яковлев пирĕн таврари шкулсенче пулса, вĕсенчи лару-тăрупа кăсăкланман мар, çĕнĕ шкулсем уçассишĕн те çине тăрса ĕçленĕ. И.Я.Яковлев хăй шутланă тăрăх, çак ĕçленĕ тапхăрта çĕнĕрен 35 шкул уçни çинчен калать, çав шутра 18 шкулĕ – Чĕмпĕр кĕпĕрнинче, вĕсенчен 11 шкулĕ – Пăва уесĕнче. Пăва уесĕнчисен шутĕнче Нăрваш Шăхалĕнче 1897 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче тата юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Аслă Арапуçĕнче уçнă пĕр класлă министерство училищисем.

Çак çыру тăрăх, Аслă Арапуçĕнчи пĕр класлă училищине 1902 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен икĕ класлă училище туса яни курăнать.

Юлашкинчен кунта çакна каласа хăвармалла: земствăсен аллинчи пĕр класлă пуçламăш халăх училищисенче те, министерствăн пĕр класлă училищисенче те 4 çул вĕрентнĕ. Икĕ класлă училищĕсенче 6 çул вĕренмелле пулнă. Çавна пула 2 класлă училище вĕренсе пĕтернĕ ачасен пĕлÿлĕхĕ чылай çÿлерех пулнă, вĕсем малалла гимназисене е ытти пысăкрах вĕренÿ заведенисене те вĕренме кĕме те е патшалăх службине ĕçе вырнаçма та пултарнă.

ХIХ ĕмĕр вĕçĕнче ялсенче уçнă чиркÿ-прихут шкулĕсенче 2 çул, грамота шкулĕсенче 1 çул вĕрентнĕ. Вĕсемпе кĕпĕрнери Епархин училище совечĕ тата уессенчи çак советăн уйрăмĕсем ертсе пынă. Епархи училищисен совечĕн Пăва уесĕнчи уйрăмне Туçари священник Алексей Соколов протоиерей ертсе пынă. Вăл çакăн пек шкулсем уçассипе тата вĕсене сыхласа хăварассипе сахал мар ĕç тунă.

И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ырă ĕçĕсем, унăн тумхахлă çулĕпе революципе ун хыççăнхи çулсенче ăна мĕнле тертлентерни çинчен калакан кĕнекесем сахал мар. Вĕсен хушшинче Иван Яковлевич пурнăçне, ĕçне-хĕлне, чăваш халăхне çутта кăларассишĕн ырми-канми ĕçленине анлăн çутатса панă Юхма Мишшин “Еткер”, “Термен”, “Анне çăкăрĕ”, “Атте пахчи”, “Шарал” романĕсене асăнмасăр иртме май çук. 2009 çулта Юхма Мишши “Шарал” романĕшĕн Пĕтĕм Тĕнчери М.А. Шолохов ячĕпе хисепленекен литература премийĕн лауреачĕ ятне тивĕçнĕ.

Училищĕсемпе шкулсен ĕçĕсене инспекторсем тĕрĕслеççĕ

Золотницкий инспекторта ĕçлеме тытăнсан 1867 çултах Пăва уесĕнчи чăваш ялĕсенчи училищĕсене тĕрĕслесе (ун чухне “осмотр” тенĕ) тухать. Хăй çак училищĕсене тĕрĕслени çинчен вăл Çут ĕç министерствин 1868 çулхи ака уйăхĕнче кăларнă журналăн 15 номерĕнче “Современная летопись” пайĕнче “Отчет за 1867 год состоящего при Управлении Казанского учебного Округа инспектора чувашских школ” ятпа пичетлет.

Малалла хăй мĕнле инспекторта ĕçлеме тытăннине çырса кăтартать.

Отчетра хăй Пăва уесĕнчи чăвашсен арçын ачасен 14 училищинче тата хĕр ачасен 10 шкулĕсенче, çав шутра çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Таяпапа Туçа, 26-мĕшĕнче Тăрăнпа Сăкăт училищисенче, 28-мĕшĕнче каçпа тата 29-мĕшĕнче ирхине Турханти арçын ачасен училищинче тата хĕр ачасен шкулĕнче пулнине çырса кăтартать.

Редакцирен: хаçат страницинче çак отчетсене пичетлесе кăтартма май çук, вĕсене малалла та пичетлеймĕпĕр. Кăсăкланакансем çав отчетсемпе кăтартнă журналта е статья авторĕ патĕнче паллашма пултараççĕ.

Пуçламăш халăх училищисене малалла аталантарни

Пуçламăш халăх училищисен ĕçĕсенче Çут ĕç министерствин витĕмлĕхне ÿстерес тесе 1869 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче “О некоторых мерах к развитию начального народного образования” ятлă закон йышăнаççĕ. Çак закон тăрăх, çĕр-шыври 33 кĕпĕрнере халăх училищисен инспекторĕн должноçне уçаççĕ. (Малалли пулать)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика