14 августа 2010 г.
Шăрăх çанталăка пула вар-хырăм чирĕсем ÿсни палăрать. Паянхи куна ку чирпе тĕп больницăн инфекци уйрăмĕнче 84 çын выртса сипленнĕ. Чир сарăласран асăрханса мĕн тумалла-ха;
Варвиттипе чирлеттерекен микробсем çуллахи вăхăтра нумайланса каяççĕ, шывра, апат-çимĕç продукчĕсенче тата куллен усă куракан ытти япаласенче вăрах вăхăт хушши сыхланса юлаççĕ.
Час пăсăлакан апат-çимĕçе – чăкăт, хăйма, сĕт – микробсем лексе хăвăрт ĕрчеме тытăнаççĕ, вĕсене çисе çынсем массăллă чирлеççĕ. Çуман е япăх çунă пахча çимĕç те чирлеттерме пултарать. Тĕрĕслемен çăл куçран шыв илни, ăна вĕретмесĕр ĕçни те хăрушă. Шыва кĕнĕ чухне ăн-сăртран ăна çăтни варвитти чирĕпе чирлеме пулăшать.
Вар-хырăм чирĕпе аптранă çын пуç ыратнине, вăй пĕтнине, апат анманнине, вĕрилентернине туять. Çавăн пекех хырăмлăхпа пыршăлăх ыратать, варвитти пуçланать. Вар-хырăм чирĕсенчен сыхланас тесен мĕн тумалла; Кашни çыннăн гигиена правилисене çирĕп пурнăçламалла, апат хатĕрлес, çиес умĕн алла лайăх çумалла, пахча çимĕçе, улма-çырлана вĕренĕ шывпа çуса тасатмалла, пасарта касса панă панулмине, арбуза, дыньăна, банана, грушăна çимелле мар. Çурăлса кайнă çимĕçе те ан туянăр. Лавккаран илнĕ чухне те тимлĕ пулмалла, ăна хăçан кăларнипе, хăш вăхăтчен усă курма юранипе интересленмелле.
Алăран сутакан çынсенчен сĕтрен тунă апат-çимĕçе илмелле мар. Çăмартана холодильнике хуриччен супăньпе лайăх çумалла, ăçтан килнĕ унтан ăснă шыв ĕçмелле мар, тĕрĕсленĕ кÿлĕсенче кăна шыва кĕмелле, шăнасене пĕтерме тăрăшмалла.
Р. ПЕТРЯНКИНА,
“Роспотребнадзор” управленийĕн территори пайĕн начальникĕ.