АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĕТĕМ-СĕРĕМРЕН ХÿТĕЛЕНМЕ ПĕЛМЕЛЛЕ

14 августа 2010 г.

Мари Эл, Чулхула облаçĕн вăрманĕсем çуннă вăхăтрах тĕтĕм-сĕрĕм Чăваш Ене ярса илнĕччĕ-ха. Халĕ вара вут-çулăм Йăлăмра алхасма тытăнсан Шупашкара кăна мар, район-яла та çăра тĕтĕм хупăрларĕ: чирлисен сывлăхне çеç-и, сывă та вăй питтисене те витĕм кÿрет инкеклĕ лару-тăру.

Сĕрĕм газĕнчен епле хÿтĕленмелле, харпăр хăйне мĕнле упрамалла; – çакăн пирки сăмах хускатас терĕмĕр паянхи номерте. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин специалисчĕсен сĕнÿ-канашĕ усăллă пулассăн туйăнать.

Ир-ирех уçă вырăнта вăрах тытăнса тăма тăхтăр. Ку вăхăтра сывлăшра l тĕтĕм-сĕрĕм нумай.

 Уçă сывлăшра сайра пулма тăрăшăр, уйрăмах шăрăх тăнă сехетсенче. l

 Шыв нумай ĕçмелле, мĕншĕн тесен вĕри çанталăкра çын вăйлă тарланипе натри l чылай çухатать. Минерал тăварĕсене тата микроэлементсене тавăрма тăварлă тата сĕлтĕллĕ минерал шывĕ, сĕте йÿçĕтсе хатĕрленĕ ĕçмесем (çусăрлатнă сĕт, тăпăрчă шывĕ), сĕткен, минерал хушнă напиток, кислородпа белок коктейлĕ ĕçмелле. Газлă шыв кун пек чух сиенлĕ.

 Вăй хурса ĕçлессине чакармалла. l

 Тĕтĕм-сĕрĕм сиенне сирес тĕллевпе поливитамин ĕçмелле (паллах хирĕçлев l сăлтавĕ пулмасан).

Тĕтĕм шăрши вăйлă сарăлсан хÿтлĕх маскине нÿретсе çăварпа сăмсана l хупламалла. Чÿрече тата алăк анисене нÿрĕ пусма тăрăхĕ кармалла – çакă аслă ăру çыннисемшĕн, пĕчĕк ачасемшĕн тата вăраха кайнă амакпа – чĕрепе юн тымарĕн, сахăр, ÿпке, аллерги чирĕсемпе нушаланакансемшĕн пĕлте-рĕшлĕ.

 Пÿлĕмсене нÿрĕ татăкпа куллен сăтăрса тăмалла. l

Çитсă-катан пиртен çĕленĕ çутă тумпа çÿреме тăрăшмалла. l

 Душра куллен темиçе хут çăвăнмалла. l

Сăмсана, пыра чÿхемелле. l

 Çăмăл ирĕлекен, витаминпа тата минералпа пуян апат, пахча çимĕç, l улма-çырла çимелле.

Эрех-сăра ĕçме, пирус туртма юрамасть, мĕншĕн тесен вĕсем чĕре тата тымар, l сывлав органĕсен чирĕсене амаланма май параççĕ.

 Сывлăх япăхланнине туйсан (сывлăш пÿлĕнсен, ÿслĕк аптратсан, ыйхă çĕтсен) l тухтăр патне каймалла.

 Вăрах чирпе нушаланакансен врач сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнмалла. l

 Çулталăка l çитмен ачасен рационне çанталăк вĕри тăнă тапхăрта çĕнĕ апат кĕртме юрамасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика