14 августа 2010 г.
Халиччен алла ручка тытса хаçата çырман эпĕ. Пурнăç пăрнăçĕ çакна тума хистерĕ. Çамрăксем ирĕклĕ пурăнни шухăша ячĕ. Чылайăшĕ сăра-эрехпе туслашать. Ватăсене хисеплемест. Ашшĕ-амăшĕн те айăпĕ çук мар çакăнта. Автомашина таранах илсе параççĕ вĕт. Ĕлĕкхи пурнăç ытла та йывăр пулчĕ мар-и;
Атте Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине тухса кайнă пирĕн. Аннен икĕ ачи алăра, виççĕмĕшĕ çире пулнă ун чухне. Эпир аттене сăн ÿкерчĕк тăрăх çеç пĕлетпĕр. Унăн чĕрçи çинче сикеймерĕмĕр. Çывăх çын ăшшине туяймарăмăр. Анне виçĕ ачана кÿме çине лартса хире тыр вырма тухнă. Колхоз ĕçĕнчен юлман. 7-8 çулта эпир те алла çурла тытнă. Халтан каяттăмăр, уй-хиртен çĕрле çеç таврăнаттăмăр. Урари çăпатана хывса силлеме вăй юлмастчĕ. Мĕн çинĕ тетĕр-и; Пашалупа çĕр улми лекнĕшĕн хĕпĕртенĕ. Çурма тăлăх ÿснĕрен нушине ытларах та тÿснĕ. Атте вара çĕр-шывшăн çапăçса пуçне хунă. Халĕ хамăр та тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. 5 ачапа 7 мăнук пур. Тăрăшуллă ĕçе пула пурнăçа сыпăнтарса пыратпăр. Çĕрпе, выльăх-чĕрлĕхпе усă куратпăр. Ачалăхпа çамрăклăх куççуль витĕр иртни çеç пăшăрхантарать. Кашни Çĕнтерÿ кунĕнчех Çĕнĕ Ахпÿрте вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умне каятпăр. Унта Андрей Ильич Игнатьевшăн хурланса пуç таятпăр. Аттемĕр офицер пулнă. Паянхи ыр пурнăçшăн вĕсем пуç хунă. Анчах лайăххипе халĕ мĕншĕн савăнма пĕлместпĕр-ши;
А. ИГНАТЬЕВА. Кивĕ Катек.