АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пÿрт лартаççĕ çамрăксем

18 августа 2010 г.

Кайăк-кĕшĕкĕн те, хурт-кăпшанкăн та хăйĕн кĕтесĕ пур. Çын та кил-çуртсăр пурăнаймасть, ĕмĕр тăршшĕпех ăна çĕнетессишĕн тăрăшать. Районта 7 уйăхра 10810 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута кайнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 7 процент чухлĕ нумайрах.

2010 çулта, “Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, пирĕн районта патшалăх паракан 7 миллион та 400 пин тенке ĕçе кĕртмелле. Вăл шутран граждансен çурт-йĕрне ла-йăхлатма 3 миллион та 550 пин тенкĕ, çамрăк специалистсене кĕтеслĕ пулма 3 миллион та 850 пин тенкĕ уйăрнă.

Августăн 5-мĕшĕ тĕлне асăннă программăпа паракан пулăшупа ялта пурăнакан 12 çын 2 миллион та 925 тенкĕлĕх усă курса хăйсен çуртне тирпейленĕ. Çамрăк 8 специалист тата вĕсен çемйи пурĕ 3 миллион та 289 пин те 800 тенкĕ илнĕ. Программа пурнăçа кĕме тытăннăранпа, 2003 çултанпа, районти 268 çемье çурт-йĕр условине лайăхлатнă.

Нумай ачаллă, (5 е ытларах çул çитмен ача пулсан), çемьесене кĕтеспе тивĕçтерессипе те районта индивидуаллă виçĕ çурт тума тытăннă. Çак ĕçсене пурнăçа кĕртме 5 миллион та 321 пин те 500 тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех тăлăх ачасене хваттерлĕ тăвас ыйтупа та тимлеççĕ.

“Кивĕ тата авариллĕ лару-тăрури çуртран куçарасси” программăпа килĕшÿллĕн кăçал 6 çемье çĕнĕ хваттерсене пурăнма куçмалла. Çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 268,3 тăваткал метрпа танлашать.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕллевпе ял поселенийĕн администрацийĕсем пурăнмалли лаптăк çитменнипе нушаланакан 141 ветеранпа ветерансен тăлăх арăмĕсене шута илнĕ. Кĕтес туянма е çĕннине тума 76 свидетельство панă. Паяна хваттер илме – 50, нумай хваттерлĕ çуртра пая кĕме – 18, индивидуаллă çурт тума 4 килĕшÿ çырнă.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика