18 августа 2010 г.
Симĕс шăрчăкăн юратнă вăхăчĕ иртсе пырать, апла пулсан фермăсене хĕле хатĕрлессипе çине тăрса ĕçлемелле. “Исток” агрофирмăра сивĕ кунсене кĕтсе илме мĕн-мĕн тунине пĕлес тĕллевпе кунти тĕп зоотехникпа М. Азизовпа витесене çитсе куртăмăр.
Юлашки çулсенче агрофирмăра выльăх-чĕрлĕх отрасльне сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Ĕнесен, сыснасен шучĕ те чылай ÿснĕ.
Витесене тул енчен те, шал енчен те тасатса шуратса тухнă, дезинфекциленĕ. Урайсене çĕнетсе пыраççĕ. Утă-улăм та çителĕклех хатĕрленĕ. Хĕлле сыснасене симĕс апат параççĕ. Унсăр пуçне шăмă çăнăхне тата ытти витамина та умĕнчен татман. Амасене вăй илме, пĕчĕк çурасене часрах ÿсме сĕт çитереççĕ. Самăртма хупнисене вара типĕлле тăрантараççĕ. “Букет Чувашии” сăра тăвакан фирмăран урпан юлашкине турттарса килеççĕ, сыснасемшĕн техĕмлĕ апат вăл.
– Самăртма хупнă сыснасем куллен вăтамран 500-550 грамм ÿт хушаççĕ. Кашни уйăхра сахалтан та 15 пуç сысна Вăрнарти аш-какай комбинатне сутатпăр. Халь тата çусăртарах какай пахалăхлă, çавăнпа çĕнĕ ăратпа ĕçлеме пикентĕмĕр, – тет сысна фермин заведующийĕ В. Илюткин.
Выльăх-чĕрлĕх çумне те чир-чĕр питĕ хăвăрт çыпăçать, шăрăх çанталăкра пушшех те хăрушă. Çакна шута илсе сыснасене графикпа укол туса тăраççĕ. М. Хисаметдинов ветеринарпа Е. Цветкова ветсанитарка хăйсен тивĕ-çĕсене аван пĕлеççĕ. Иккĕшĕн те ĕç опычĕ пысăк. Акă, Елизавета Витальевна 40 çул çак сферăра тимлет.
Сыснасене Г. Петров, М. Краснов, Г. Соловьева пăхаççĕ. Н. Косьянов конюх-скотник вăхăтра апат турттарассипе тимлет.
– Пĕрне хурласа теприне мухтаса калаймастăп, сысна пăхакансем пурте пĕр сăмахра пулса тăрăшаççĕ. Пĕр-пĕрне яланах пулăшаççĕ, – тет В. Илюткин. Сăмах май, Валерий Николаевич лашасемпе питĕ интересленет. Нумай пулмасть хуçалăх рысак туяннă, ăна ферма заведующийĕпе Н. Косьянов пăхаççĕ. Урхамах районти акатуй-сабантуйра иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Ĕне ферминче те хĕле хатĕрленсе чылай тăрăшнă. Пур çĕрте те тирпейленĕ, транспортер кăлтăксăр ĕçлет. Дояркăсен салтăнса тăхăнмалли тата ларса канмалли пÿлĕмне йăлтах çĕнетнĕ, кĕрсе тухма та кăмăллă. Общежитинче те евроюсав ирттернĕ. Хутмалли системăна улăштарма палăртнă, хатĕр-хĕтĕрне туяннă.
Хĕле валли утă 400 тонна ытла, сенаж – 950 тонна, улăм 2500 рулон хатĕрленĕ. Унсăр пуçне юр çусан чĕкĕнтĕр каяшне те параççĕ.
Хальхи вăхăтра “Исток” агрофирмăра сăвăнакан ĕне – 115 пуç, самăртма хупнинче – 95, пушмак пăру – 46, ултă уйăхченхи çамрăк пăру – 55, вун сакăр уйăхченхи 60 пуç шутланса тăрать. Пĕр ĕнерен 15,5 килограмм сĕт сăваççĕ, продукцие “Потенциал” пĕрлешĕве сутаççĕ.
Дояркăсене ĕç условине туса пама тăрăшни те сисĕнет. Ĕне сăвакансем улттăн, çиччĕмĕшĕ канмалли кун çитнисене, отпуска каякансене улăштараканни. Шалу мĕн чухлĕ илесси сăвăмран килет.
– Ĕçлекенсене тÿлев шутĕнчен утă-улăм, тырăпа тивĕçтеретпĕр, – тет ферма заведующийĕ С. Солдатов. Вăл Н. Краснов, Б. Львов, В. Соловьев скотниксем ĕçре тăрăшуллă пулнипе кăмăллă.
“Исток” агрофирмăра ĕне тата сысна фермисенче каçпа кăна мар, кăнтăрла та хурал пур. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче яланах сыхă куç кирлине асра тытаççĕ кунта ĕçлекенсем.
О. ПАВЛОВА.