18 августа 2010 г.
Паян туй-çуй, юбилей таврашĕ пирки сăмах пуçарсан, алла чĕре çине хурсах çапла йышăнма пулать: чăн-чăн чăваш йăли-йĕркине пăхăнса иртекен уяв питĕ сахал. Пирте наци туйăмĕ ытла хавшаса пырать-ши; Çав вăхăтрах чăвашлăхшăн çунакансем те юнашарах пур. Ку енĕпе манăн уйрăмах Кĕçĕн Патăрьелсене мухтас килет. Иртнĕ шăматкун, акă, Рубцовсен çемйи хăйсен савăнăçне тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе пĕрле пайланă, Галина Александровна тивĕçлĕ канăва тухнине паллă тунă. Чăн-чăвашла, икĕ аркăллă кĕпесемлĕ, тухьясемлĕ хăнасене уяв тăрăшшĕпех пăхса ытармалла мар пулнă. Маларах вара çак ратнесемех А. Кириллован юбилейне çапла чăвашла туса тĕлĕнтернĕ. Уяв тăрăшшĕпе хут купăс янăраса тăни çеç мĕне тăрать!