18 августа 2010 г.
Шупашкар хулин кунне халалланă мероприятисен йышне Шупашкар епархийĕн Православи тĕн училищинче Православин Чăваш Енри историйĕн тата чăвашла пичетленнĕ Библин музейне те кĕртнĕ. Ăна савăнăçлă ларура уçма Шупашкар – Чăваш епархийĕн митрополичĕ Варнава, тĕн училищин ректорĕ Михаил Иванов протоиерей, ЧР Культура министрĕ Роза Лизакова, ЧР Президенчĕн канашçи Владимир Кузнецов, Наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова хутшăннă.
Çакна палăртмалла: музее ЧР Культура министерстви пулăшнипе Шупашкар – Чăваш Ен епархийĕ йĕркеленĕ. Унăн концепцине хатĕрлес ĕçе Чăваш наци музейĕн сотрудникĕсем те хутшăннă.