18 августа 2010 г.
Çуллахи каникулăн виççĕмĕш уйăхĕ вĕçленсе пырать. 10-15 çул каяллахипе танлаштарсан халĕ вĕсене валли ĕçĕ те çук. Ыйхă тăраниччен çывăрма пулать. Ашшĕ-амăшĕ кан-сĕрлемест. Вĕсем ĕçре. Анчах çитĕнекен ăрăва пăхса ÿстересси пирĕн тивĕç-çке. Мĕнле ирттерет вăл вăхăта; Çамрăксенчен чылайăшĕ каçхине культура çуртне тухать. Юрать вăл Сăкăтри пек вăрăмлатнă ĕç кунĕпе ĕçлет пулсан. Хăш-пĕр ялти культура çурчĕсене вара çăра хураллать. Тĕслĕх илме аякка каймалла мар. Унчченрех Анат Туçара та канмалли кунсенче ташă каçĕсем йĕркелетчĕç. Халĕ çук. Уçмасть культура çурчĕ. Çакна “Подросток” операци вăхăтĕнче ирттернĕ рейдсем те çирĕплетрĕç. Халĕ çак операцин виççĕмĕш тапхăрĕ пырать. Вăл çемьери çул çитмен ачасен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленме ыйтать. Çавна май районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем Туçа, Аслă Чемен ял поселени-йĕсенчи йывăр шăпаллă ачасем патĕнче пулчĕç. 45-ĕн шутра тăраççĕ вĕсем. 22 çемьере пурăнаççĕ.
Çитĕнекен ăру патне аслисен тимлĕхĕ çитменни куç кĕретех. Çакна тепĕр тĕслĕхпе те çирĕплетсе пама пулать. Иртнĕ çулхи 7 уйăхра çул çитмен ачасем 7 преступлени тунă пулсан, кăçал çак тапхăрта 12 хутчен йĕркене пăснă. Вĕсенчен 10-шĕ вăрланипе, пĕри автомашина хăваласа кайнипе, тепри çаратнипе çыхăннă. Иртнĕ çул çак ĕçсене çул çитмен 5 ача явăçнă пулсан, кăçал 15 çамрăк хутшăнни шухăша ямаллах. Çиччĕшĕ шкулта çеç вĕренеççĕ-çке.
Л. КОМИССАРОВА,
районти шалти ĕçсен пайĕн ачасемпе ĕçлекен уйрăм начальникĕн тивĕçĕсене туса пыраканĕ, милици майорĕ.