АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клинопиçрен – аслă шкулсем патне Малалли.

18 августа 2010 г.

Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх шкулĕсен пĕрремĕш инспекторĕ Илья Николаевич Ульянов (1831-1886) пулнă. Унăн пурнăçĕпе ĕçĕсене чылайранпа тĕпчекен Владимир Кузьмич Воробьев ватă тĕпчевçĕ хăйĕн “И.Н. Ульянов и школы Симбирского края” (Ульяновск, 1994) кĕнекинче Илья Николаевичăн кашни çулхи отчечĕсемпе шутласа 1870-1885 çулсенче Чĕмпĕр кĕпĕрнинче 250 çĕнĕ шкул уçăлнă тесе çирĕплетет.

1871 çултан Илья Николаевич кашни çулах “О состоянии народных училищ Симбирской губернии” ятлă отчетсем çырса хатĕрлет. Ун чухне вĕсене питĕ тĕплĕн, шкулсенчи кашни япалана шутласа, тĕрĕслесе çырса кăтартмалла пулнă. Отчета икĕ экземпляр çырса пĕрне вĕрентÿ округне ярса пама ыйтнă. Алăпа çырмаллине тата директорпа инспекторсем уйрăм çыруçăсем (переписчиксем) тытма пултарайманнине шута илсен мĕн чухлĕ ĕç пулнă çак отчетсене çырасси те!

1871 çулта халăх училищисен инспекторĕсем валли уйрăм инструкци туса хатĕрлеççĕ. Инструкцие юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче II Александр Император алă пусса çирĕплетет. Çак инструкци тăрăх халăх училищисем инспекторсен аллине куçаççĕ, инспектор хăй вĕренÿ округĕн попечительне пăхăнса тăрать. Вăл кĕпĕрнери училищĕсен совечĕн яланхи членĕ пулса тăрать. Çапла вара ку инструкци училищĕсен ĕçĕнче министерство чиновникĕсен витĕм-лĕхне ÿстермеллине палăртнă.

Халиччен Пăва уесĕнчи училище совечĕн председателĕ пулса ĕçленĕ А.И.Баратынский протоиерей 1873 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пăва уес земствин пухăвĕнче 1872-73 вĕренÿ çулĕшĕн юлашки отчетне вуласа парать. Ку отчет “Симбирские губернские ведомости” хаçатăн 1874 çулхи пуш уйăхĕнчи номе-рĕсенче “О состоянии сельских школ в Буинском уезде за 1872-1873 учебный год” ятпа пичетленнĕ.

Çапла вара кĕпĕрнери тата уессенчи училищĕсен совечĕсемпе ертсе пырас ĕçсем тĕн çыннисен аллинчен министерство чиновникĕсен аллине куçаççĕ.

Халăх училищисем çинчен

Ун чухнехи Çут ĕç министрĕ Д.А.Толстой граф шучĕпе те тĕн çыннисем халăха вĕрентес ĕçпе ертсе пынă çĕрте хăйсем çине хунă тивĕçĕсене çителĕклĕ пурнăçласа пыраймаççĕ. Çавăнпа та халăха çутта кăларас ĕçре правительство малашне ытларах вырăнти дворянсем тата министерство чиновникĕсем çине тайăнма шутлать.

Çак шухăшсемпе килĕшÿллĕн Патшалăх Совечĕ 1874 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче II Александр Император çирĕплетнĕ çĕнĕ “Положение о начальных народных училищах” пичетлесе кăларать.

Çĕнĕ положени тăрăх çĕр-шыври ку вăхăтра пулнă 34 кĕпĕрнере халăх училищисен инспекто-рĕсене халăх училищисен директорĕ ят параççĕ, директорсене пулăшса пыма кашни кĕпĕрнере тата икшер инспектор уйăраççĕ. Архиерейсене кĕпĕрнери училище совечĕн председатель тивĕçĕнчен хăтараççĕ, вĕсен тивĕçне “высшее наблюдение за преподаванием Закона Божия и религиозно-нравственным направлением всего обучения в начальных народных училищах” тесе çеç хăвараççĕ. Училищĕсен попеченине кашни уесра дворянсен предводителĕ тата вăл председатель пулса ертсе пымалли уесри училищĕсен совечĕ çине, кĕпĕрнесенче – кĕпĕрнери дворянсен предводителĕ тата вăл ертсе пыракан кĕпĕрнери училищĕсен совечĕ çине хураççĕ. Вĕрентÿ пайĕпе ертсе пырассине пуçламăш халăх училищин çĕнĕрен кĕртнĕ халăх училищисен директорĕ тата ăна пăхăнса ĕçлекен 2 инспектор çине хураççĕ. Халăх училищисен директорĕ кĕпĕрне училище совечĕн членĕ, училище совечĕн ĕçĕсене ертсе пырать, инспектор – уесри училище совечĕн членĕ, уесри училище совечĕн ĕçĕсене ертсе пырать.

1874 çулта чылай çĕрте, çав шутра Туçапа Сăкăтра та, арçын ачасен училищипе хĕрачасен шкулне, Баратынский сĕннĕ пек, пĕрлештерсе хутăш училище туса янă. Хĕрачасен малтанхи уйрăм шкулĕ 1846 çултан пуçласа 1873 çул таран – 27 çул ĕçленĕ тухать.

Илья Николаевич Ульянов 1874 çултан пуçласа отчетсем çине “директор” тесе алă пусать. Унăн çак çулхи отчечĕ çумĕнче “Отчет инспектора народных училищ Симбирской губернии Зимницкого по обозрению начальных народных училищ в 1874 году” пур. Зимницкий отчетĕнче кашни шкул çинчен питĕ анлăн каланă.

Илья Николаевич Ульянов – пирĕн район территорийĕнчи училищĕсенче

Илья Николаевич кĕске ĕмĕрĕнче хăйне шанса панă Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи пур учили-щĕсенче те пулса курма тăрăшнă. Пирĕн район территорийĕнчи ун чухнехи Туçа тата Тăрăн училищисенче 1872 тата 1876 çулсенче пулни çинчен хăйĕн отчечĕсенче тĕплĕн çырса хăварнă. Вăл отчетсем, паллах, çак шкулсен архивĕсенче упранаççĕ ĕнтĕ, çавăнпа та вĕсене кунта пама кирлех мар пулмалла. Анчах та хăй ĕçленĕ малтанхи çулсенче Сăкăтпа Турхан училищисенче пулни нимĕнле хутсем çинче те курăнмасть. Çак шкулсенче вăл малтанхи çулсенче пулайман та пулмалла, мĕншĕн тесен икĕ ялĕ те Пăвапа Кăрмăш тата Пăвапа Улатăр суту-илÿ çулĕсем хушшинче, çул çук вырăнта вырнаçнипе, çак ялсене çитме йывăр пулнă пулмалла. Çавна пула хăш-пĕр “пĕлекенсем” И.Н. Ульянов Сăкăт шкулĕнче пачах та пулман тесе çирĕплетме пăхаççĕ. Халиччен автор аллине лекнĕ документсем тăрăх чăнах та И.Н. Ульянов Турхан училищинче пулни курăнмасть. Çÿлерех асăннă Владимир Кузьмич Воробьев паллă ватă тĕпчевçĕ те хăйĕн “И.Н. Ульянов и школы Симбирского края” кĕнекинче Илья Николаевич Турхан шкулĕнче пулнине кăтартмасть, анчах Сăкăт училищинче 1884 тата 1885 çулсенче пулнă тесе çирĕплетет. Çакна тивĕçлĕ документсем те, ялти ватă çынсем каласа хăварнисем те Сăкăтри училищĕре Илья Николаевич Ульянов та, Иван Яковлевич Яковлев та пулса курни çинчен калаççĕ.

Отчетсен формине улăштарнă пирки 1880 çул хыççăн тĕрĕсленĕ шкулсем çинчен И.Н.Ульянов хăй те, инспекторĕсем те кашнийĕшĕн пирки уйрăм çырса паман. Çавăнпа та И.Н.Ульянов Сăкăт шкулĕнче пулнине тÿрремĕн шкул ятне кăтартса çырнисенче мар, пĕтĕмлетнĕ отчетсенче тата ытти тĕрлĕ органпа çыхăну тытни çинчен калакан хутсенче тупса, И.Н.Ульянов Сăкăтра чăнах та 1884 тата 1885 çулсенче пулнине çирĕплетме май килчĕ.

Илья Николаевич Сăкăт училищинче ачасене вĕрентес ĕç мĕнле шайра тăнине тĕплĕн тĕрĕсленине кăтартмасть, анчах вăл шкулсенче учительсем мĕнле ĕçленипе çеç мар, вĕсенчи хуçалăх ыйтăвĕсем, ачасене вĕрентмелли условисем мĕнле шайра тăнипе те тĕплĕн кăсăкланнине питĕ лайăх кăтартса парать.

Пĕтĕмлетсе çапла калама пулать: И.Н. Ульянов Тăрăнпа Туçа шкулĕсенче 1872 çулхи çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче тата 1876 çулта пулнă.

Илья Николаевич Ульянов мĕн сывлăшĕ тухичченех шкул ĕçĕнчен уйрăлман. Хăй ĕçленĕ çул отчетне йывăр пулнă пулсан та çырса пĕтерсе хăварнă.

Училищĕсем XIX ĕмĕр вĕçĕнче

Илья Николаевич Ульянов хыççăн Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен директорĕ пулма 1887 çулта Улатăрпа Пăва уесĕсенче инспектор пулса ĕçлекен Иван Владимирович Ишерскине лартаççĕ.

И.В.Ишерскийĕн пĕрремĕш, 1887 çулшăн, тунă отчетĕнче кĕпĕрнери шкулсенчи лару-тăру çинчен пĕтĕмлетсе çеç панă пулсан та статистика кăтартăвĕсене тĕплĕ палăртнă. Ку çул тĕлне кĕпĕрнери тĕрлĕ ведомствăна пăхăнса тăракан училищĕсемпе шкулсем 574, çав шутра Пăва уе-сĕнче 48 пулнă. Хальхи Патăрьел район территорийĕнче малтанхи 4 училище çеç пулнă-ха. Чăнах та ку вăхăта чылай çĕрте чиркÿ-прихут шкулĕсем уçăлма тытăннă ĕнтĕ. 1884 çулхи çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче “Правила о церковно-приходских школах” та çирĕплетсе пичетленĕ, анчах пирĕн район территоринче ун пек шкулсем 1888 çултан çеç уçăлма тытăнаççĕ.

Халиччен шкул пулман ялсенче чиркÿ-прихут хутла вĕрентекен шкулсем уçма тытăнсан, унчченех пулнă училищĕсене тытса тăрасси йывăрланать, мĕншĕн тесен çĕнĕрен уçнă шкулсен ялĕсенчи хресченсем унчченхи училищĕсене тытса тăма хутшăннă ревизски чунран пуçтаракан укçа-тенке хăйсен шкулĕсем çине яма тытăнаççĕ. Апла пулсан та çак йывăрлăхсем малтанхи çулсенче пит палăрмаççĕ-ха. (Малалли пулать)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика