18 августа 2010 г.
Физкультурник кунне халалласа Патăрьелĕнчи стадионта спорт уявĕ иртрĕ.
Мероприятие чыслă лару-тăрура уçнă çĕре район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн физкультурăпа спорт, туризм тата çамрăксен политикин аталану центрĕн директорĕ Ю. Васюткин, СССР спорт мастерĕ В. Гусаров, спорт ветеранĕсем, спортсменсем хутшăнчĕç.
Хастар спортсменсемпе лара-тăра пĕлмен ветерансем райадминистрацин тав çырăвĕсемпе асăнмалăх парнисене тивĕçрĕç.
Ăмăртусем харăсах спортăн 4 енĕпе: çăмăл атлетика, чушкăлла вылясси, шашка, шахмат выляссипе пуçланчĕç. Çавăн пекех волейбол вăййисене кăмăллакансем те чун каничченех мечĕке енчен енне хăваларĕç.
Чушкăлла вылясси районшăн çĕнĕлĕх тесен те йăнăш пулмĕ. Г. Елкинпа Д. Коннов спорт ветеранĕсем тăрăшнипе вăй илсе пырать вăл паянхи кун. Уява хутшăнакансенчен шăпах чылайăшĕ çак енĕпе ăсталăхне тĕрĕслерĕ. 16 участникран Патăрьелĕнчи тĕп больницăри А. Казачков шăл врачне çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Н. Нурсовпа (Раççей Перекет банкĕн Канаш уйрăмĕн Па-тăрьелĕнчи хушма офисĕ) В. Быков (“Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕ) пайларĕç.
Çăмăл атлетсенчен тĕрлĕ дистанцире Н. Полякова, А. Муланова, Л. Петрова, П. Поляков, А. Тинюков, А. Давыдов çĕнтерчĕç.
Волейболла выляссипе “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçченĕсем ытти командăсемшĕн нимĕнле шанчăк та хăвармарĕç. Иккĕмĕш вырăнта – “Батыревский” хуçалăх, виççĕмĕшĕнче – Патăрье-лĕнчи тĕп больница коллективĕ.
А. ИВАНОВ.