21 августа 2010 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕ хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, пултарулăхĕпе авалтанпах палăрса тăрать. Çак ырă туртăм халĕ те чакмасть: вăйланса, çĕнелсе пырать.
2008 çултан пуçласа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн “Вырăнти хăй тытăмлăх хула округĕсемпе муниципаллă районсен ĕçĕ-хĕлĕн тухăçлăхне хакласси” Указпа килĕшÿллĕн районсем хушшинче çĕнтерÿçĕсене палăртасси çирĕпленчĕ.
Палăртма кăмăллă: Патăрьелсем 2008 çулхи кăтартусемпе республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнса сумлă премие тивĕçнĕччĕ. Çак укçа-тенкĕ пĕтĕмпех халăх пурнăçне, район сăн-сăпатне лайăхлатас ĕçре вырăн тупнă.
Пĕлтĕр те начар мар тăрăшрăмăр. Çул-йĕрпе транспорт, пĕчĕк предпринимательство, сывлăха сыхлас ĕç, вĕрентÿ, культура, физкультурăпа спорт, йĕрке хуралçисен ĕçĕ-хĕлĕ, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, строительство, вырăнти хăй тытăмлăх ĕçĕ-хĕлĕ – пĕр сăмахпа каласан, экономикăн пур сферине те пăхса тухса пĕтĕмлетнĕ хыççăн пирĕн район 2009 çулхи кăтартусемпе виççĕмĕш вырăна тухнă. Пиртен маларах Йĕпреçпе Çĕрпÿ районĕсем çеç. Юхмапа Пăла тăрăхĕн ĕçне тивĕçлипе хаклани çĕнĕ çитĕнÿсем тума малашне те хавхалантарса пытăр.
А. ИВАНОВ.