21 августа 2010 г.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствисем, Конкурент политикипе тарифсен патшалăх служби хăйсен çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнчи пĕрлехи 95-мĕш хушăвĕпе Чăваш Енри тирпейлекен предприятисем продукци сутакан хуçалăхсенчен йышăнакан тыр-пулăн чи пĕчĕк хакне çирĕплетнĕ. Çак документпа килĕшÿллĕн 3-мĕш класри кашни тонна çемçе тулла, клейковина 25 процент ытла чухне – 5500, 23-25 процент чухне – 5000 тенкĕпе, 4-мĕш класри кашни тонна çемçе тулла, клейковина 18-22 процент чухне – 4500, А ушкăнри ыраша 4000 тенкĕпе илмелле.
Ял ĕçченĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ хушу кăларакансем Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕн предприятине тыр-пул саппасĕ тăвас тĕллевпе хуçалăхсенчен тĕш тырă çирĕпленнĕ пасар хакĕпе, çапах та хушура палăртнă чи пĕчĕк хакран йÿнĕ мар туянма сĕннĕ.
(Хамăр корр.).