21 августа 2010 г.
Пĕр мăшăр хирте ĕçленĕ, тет. Упăшки арăмне кăнтăрла çитеспе килне ярать, тет. Мĕн тутли пур, çавна йăлтах илсе килме хушать. Хĕрарăм килне çитет те пĕçерме тытăнать, тутине пĕлес тесе пĕрне, теприне ас тивсе пăхать, унтан çăварĕ типсе каять. Пырать те пысăк куркапа пĕрре шыв ĕçсе ярать. Тем те çирĕм, анчах шывран тутли пулмарĕ тесе шухăшласа илет те упăшки патне шыв йăтса каять.
Ăш хыпнă вăхăтра шывран лайăхраххи нимĕн те çук çав, пĕр витре те ĕçсе ярассăн туйăнать. Çăвăнса илнĕ хыççăн ÿт-пÿ канать, çĕнĕрен çуралнă тейĕн хăвна. Çапла, çын пурнăçĕнче шыв пысăк вырăн йышăнать. Ахальтен мар ĕнтĕ “Шыв вăл – пурнăç”, – теççĕ. Анчах çу шăрăх тăнипе, нÿр çуккипе çут çанталăк паракан пурлăх дефицит шутне кĕчĕ. Ялсенче пусăсем, çăлсем, пĕвесем типме тытăнчĕç. Пуррисенче те ĕçме юрăхлă мар: пăтранчăк, таса мар. Ялсенче пушар тухасран çынсем хăраса кăна тăраççĕ: вут-çулăма сÿнтерме ăçтан шыв тупмалла; Инкекĕ вара кăçал унта та кунта пулсах тăрать. Кĕтĕве тухакан выльăхсене ĕçтерме те шыв çукки пăшăрхантарать халăха, чĕр чун та кун каçа типĕ тăраймасть вĕт.
Пурте пĕрле кар тăрса вăй хурсан кăна шыв проблемине татма май пуррине тĕпе хурса Нăрваш Шăхальсем ĕçе тытăннă: Хуравай юхан шывра пĕве пĕвеленĕ. Кунта тулли мар яваплă “ТПК Шыгырданы” пĕрлешÿ тăрăшнă. Пĕве çурхи тата кĕрхи вăхăтра çут çанталăк пурлă-хĕпе тулмалла. Малтанхи кăтартусем тăрăх, шывăн калăпăшĕ 71000 кубла метр, лаптăкĕ 2300 тăваткал метр пулмалла.
Ясная Поляна поселокра та Хырла шывĕ çинче пĕве тунă.
Пусăсенче шыв чакни е йăлтах типсе ларни Вăрманхĕрри Шăхальсене те канăçсăрлантарнă. Эриванов урамĕнче пурăнакансем кивĕ, ытлашши усă курман çăл пирки аса илнĕ. Пусă тулли тăни пуриншĕн те мĕн пысăкăш савăнăç пулни каламасăрах паллă. Ниме туса ăна тасатнă. Çак ялта пурăнакан Зот Михайлов килĕнчи çаврасене те хĕрхенмесĕрех панă. Апат пĕçерме, выльăхсене шăварма пусăра шыв çителĕклĕ. Çулăм алхасма тытăнсан та усă курма май пур. Çавăн пекех Нăрваш Шăхалĕнчи Çĕнĕ (Новая) урамра пурăнакансем те хăйсен вăйĕпе пусă чавнă. Ял поселенийĕн администрацийĕ пĕр пайне саплаштарнă.
Чылай çĕрте ял çывăхĕнчи çăлсене пăхма пăрахнăччĕ, вĕсем тăрă пулсан та таса марччĕ е çывăхра ăпăр-тапăр выртатчĕ. Çăл Атăкра та 7 çăл куç, кăçал пурне те А. Едриванов тата В. Остроумов тăрăшнипе тасатнă, çĕнĕ пурнăç парнеленĕ. Пĕр çулпа халь илемлĕн кăна шăнкăртатса юхаççĕ.
Çĕньялта та икĕ çăл куçа тирпейленĕ. Тапса тăракан шыва илме Турхантан, Шăнкăртамран килеççĕ.
Унчченсенче кашни ялта тенĕ пекех плотинăсем пурччĕ, çу каçипе тулли тăратчĕç. Колхозсем те пахча çимĕçе шăварма шыв унтан илетчĕç. Пушар тухсан та унтах кайнă. Халь чылай çĕрте плотинăсен никĕсĕсем кăна тăрса юлнă. Кăçалхи шăрăх çанталăк пĕвесем кирлине тепĕр хут ĕнентерчĕ.
“Çăла ан сур, шывне хăвăнах ĕçмелле пулĕ”, – тенĕ ваттисем. Çак сăмахсене манатпăр, юхан шывсене хамăрах варалатпăр. Командировкăсене тухса çÿренĕ май тĕрлĕ яла çитме тивет, пуринче те тенĕ пекех пĕр ÿкерчĕк. Çырмасенче шыв типнĕ, йĕри-тавра эрех-сăра кĕленчисем, юрăхсăра тухнă савăт-сапа выртаççĕ. Çывăхра лавкка та пулсан пушшех те таса мар. Пурне те хамăрах варалатпăр, килте мар тетпĕр-ши; Ăçта ял пуçлăхĕсем ĕçлес тесех ĕçлеççĕ, çав территорисенче типĕ вăхăтра пĕвесене тасатаççĕ. Тен, ун чухне шыв та каялла таврăнĕ;
Шыв, шыв тенипе шыв пулмасть, хамăрăн та кăштах та пулин тăрăшмалла, Нăр-ваш Шăхальсем, Çăл Атăксемпе Çĕньялсем пек. О. ПАВЛОВА.