21 августа 2010 г.
Кукăр алăллă çын ăçтан тата камăнне мĕн вăрлас тесе кăна шухăшласа çÿрет-тĕр, пурнăçри тĕслĕхсем çакна çирĕплетеççĕ. Нумай пулмасть Патăрьелĕнчи Дружба урамĕнче вырнаçнă аптекăра 53-ри хĕрарăм хăйне тăрă шыв çине кăларассинчен хăрамасăрах 38-ти хĕрарăмăн енчĕкне вăрланă. Унта 2000 тенкĕ укçа тата банк картти пулнă. Усал шухăшлă çынна тытса чарман пулсан нуша тÿсекен 15 пин тенкĕ ытла тăкак куратчĕ. Çын япалине хапсăннă хĕрарăм ячĕпе уголовлă майпа явап тыттарасси пирки ыйту тăратнă.
Укçа-тенкĕне кăларнă, кĕсье телефонĕпе калаçнă чухне пасарта е çын нумай вырăнта питĕ асăрхануллă пулмалла, усал шухăшлисем тупăнсах тăраççĕ.